Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул — “Ял пурнăçĕпе”

01 декабря 2009 г.

 50 çул — “Ял пурнăçĕпе” («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское )

1 декабря 2009, вторник

Чатукассинчи Вениамин Ксенофонтов 39 çул тăван хуçалăхра пилорамщикре вăй хунă. Ку тăрăхри халăха çеç мар, ытти районсене хăма, пăрăс çурса парса, сахал мар ыр тунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 55 çул.

Кун-çулĕ интереслĕ В. Ксенофонтовăн: вăл Челябинск облаçĕнче “Маяк” производство пĕрлешĕвĕ “Теча” юхан шывне юхтарса кăларнă радиоактивлă каяшсене пĕтернĕ çĕре хутшăннă.

Хăй каланă тăрăх, вăл, тĕреклĕ çан-çурăмлăскер, çамрăклах йывăр ĕçсене пурнăçланă. Салтака кайиччен икĕ вăкăра кÿлме вĕрентсе хăварнă. Ун чухне чылай лашасене вăрçа ăсатнă пулнă. Çавна май колхоз ĕçĕсенче туртăм вăйĕ вырăнне вăкăрсемпе усă курма тивнĕ: вĕсемпе кĕлте, тырă турттарнă.

— Колхоз председателĕ Терентий Васильевич вăкăрсене кÿлме вĕрентме хушрĕ те иккĕшне вĕрентсе çитертĕм, — тет Вениамин Ксенофонтович. — Вăкăрсене вĕрентме çăмăл марччĕ. Пĕррехинче карта хушшине кĕрсе кайрĕç те хăмăтсене çĕмĕрсе, туртасене хуçса пĕтерчĕç. Вăйсăр çын вĕсем патне ан та çывхартăр…

1944 çулта В. Ксенофонтовăн салтак ячĕ тухнă.

— Манăн службăн ытларах пайĕ — 7 çултан 5-шĕ — атом шăтăкĕнче (“Челябинск-40-ре”) иртрĕ, — пĕлтерет ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Салтакран таврăнсан вăл Канашра вĕренсе тракторист специальноçне алла илнĕ. Районти МТСра трактор бригадин бригадирĕнче, трактористра тăрăшнă. Тракторсене колхозсене валеçсе панă хыççăн, тăван яла таврăнса, пилорамщикре вăй хума пуçланă. Унта пĕр улшăнмасăр 39 çул хушши колхоза, çынсене хăма çурма пулăшнă. Çак ĕçре 70 çула çитичченех ĕçленĕ.

— Пилорама нихăçан та ĕçсĕр ларман. Унта иккĕн ĕçлемелле пулнă та, эпĕ пĕчченех ĕлкĕрсе пынă, — тет, ун чухнехи канăçсăр вăхăта аса илсе, Вениамин Ксенофонтович.

Мăшăрĕпе, Ксения Семеновнапа (сăмах май вăл Йĕпреç районĕнчи Кушлавăш хĕрĕ пулнă. Институтран вĕренсе тухсан, ăна, хăр тăлăха юлнăскере, Чатукасси шкулĕнчи ачасене биологипе хими предмечĕсене вĕрентме янă. Çавăн чухне Ксенипе Веня пĕр-пĕрне килĕштернипе çемье чăмăртанă та — автор), 6 ача — икĕ ывăлпа тăватă хĕр — çуратса çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă. Шел, аслă ывăлĕн — Кольăн — кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Хĕрĕсенчен виççĕшĕ амăшĕн çулĕпе кайнă, педагогсем. Юля — Вăрнарти, Люда — Кÿкеçри, Света Шупашкарти шкулсенче ĕçлеççĕ. Рена Çĕнĕ Шупашкарти пĕр аптекăра — заведующире, Володя Ханты-Мансийскра инженерта вăй хураççĕ. Ксенофонтовсен — 10 мăнук. Вĕсем тăван киле манмаççĕ, Вениамин Ксенофонтова вăл-ку ĕçсенче пулăшаççĕ. “Светлана кашни шăмат кунах килет, шыв ăсса парса хăварать тата ытти те”, — тет ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

В. Ксенофонтов хальхи вăхăтра хăйне аван туять.

— Хăлхасем лайăх илтеççĕ, куçсем кураççĕ, куçлăхсăрах хаçат вулатăп, — тет Вениамин Ксенофонтович. Сăмах май вăл центрта, республикăра тата районта тухса тăракан 5 хаçата илсе тăрать. Райхаçатпа 50 çул ытла туслă. Сулахай куçне 15 çул каялла катарактăран операци тутарнă-мĕн. Куç пирки вăл пачах та ÿпкелешмест.

Вениамин Ксенофонтович — “Герой” колхозăн хисеплĕ колхозникĕ, Тăван çĕр-шывăн наградисем те пур унăн. Хăй вăхăтĕнче сăнĕ хуçалăхăн Хисеп хăми çинчен тухма пĕлмен.

Килте пĕчченех пурăнать паян вăл. Мăшăрĕ инсульта пула тăватă çула яхăн каялла çĕре кĕнĕ. Çавна май хăйне кичем туять.

— Хăш чух тунсăх пусса килет. Çак кушаксемпе йытăсем ăна кăшт ирттерсе яма пулăшаççĕ вара, — калаçăва малалла тăсать кил хуçи, тĕксе тунă пÿлĕмри газ кăмаки çумне ăшша вырнаçнă кушаксемпе пукан çинче харлаттаракан йытă çине кăтартса. Кил хушшинче сăнчăрта тепĕр анчăк пур. — Ку йытти Тузик ятлă, вăл — юрлакан йытă ман…

Унччен те пулмарĕ, Вениамин Ксенофонтович пÿртрен хут купăс илсе тухрĕ те кĕвĕ çемми кăларма пуçларĕ. Çакна илтсен, чипер тĕлĕрсе выртакан йытă, пукан çинчен сиксе анса, кил хуçи çумне диван çине вырнаçрĕ те чиперех йынăшма пуçларĕ. Купăс сасси лăплансан тин Тузик хăй ĕçне пăрахрĕ. Унтан вăл “Ну мĕнле юрларăм эпĕ?” тенĕн, ман çине ыйтуллăн пăхрĕ. “Маттур, лайăх юрларăн эсĕ, Тузик” тесен, виçĕ хутчен “хав! хав!-хав!” тесе, вĕрсе илчĕ. Çапла, йывăр вăхăтра чăннипех унпа тунсăха сирме пулать иккен.

Çавăн пек ÿкерчĕк курма тиврĕ В. Ксенофонтовсем патĕнче. Кĕреш юман пек кĕлеткеллĕ ватă мана вăйпа тенĕ пекех хăналарĕ: тăпăрчă çитерчĕ, чей ĕçтерчĕ. Тепре куриччен тесе, унпа сыв пуллашрăм.

В. Петров

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика