Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре хастар Егоровсем

01 декабря 2009 г.

Ĕçре хастар Егоровсем

1 декабря 2009, вторник

     Чатукассинче выльăх-чĕрлĕх нумай усракан çемьесем сахал мар. Çав йыша кĕреççĕ те Центральная урамра пурăнакан Егоровсем.

Вĕсем патне çитнĕ çĕре, ун чух çанталăкĕ ăмăр тăнă май, тавралăха каç сĕмĕ çапма пуçланăччĕ. Кил хуçипе — Александр Никифоровичпа — мăшăрĕ — Зоя Ивановна — выльăхсене каçа апат пусса пама утă кăларатчĕç. Выльăхсем тенĕрен вĕсем виçĕ ĕнепе лаша, сурăхсемпе сыснасем усраççĕ. Уттине, ытти апатне кăçал çителĕклех янтăласа хунă. Вĕсен пахалăхĕ те лайăх, ара, ĕçе вăхăтра пурнăçласан çапла пулмалла та ĕнтĕ вăл. Çакăнта техникăпа тата лаша вăйĕпе пĕлсе усă курни питĕ вырăнлă. Вĕсен мотоблок пур. Ăна Егоровсем субсиди пулăшнипе туяннă. Уншăн тÿлесе татмалли нумаях юлман, терĕç. Утăлăх курăкне мотоблокпа çулнă, лаша кĕреплипе тавăрса типĕтнĕ, уттине лашапа кÿрсе килнĕ. Сăмах май, вĕсен лаши Эльба ятлă. Ăна çавăн пек ят пани те ахальтен мар-мĕн: Александр Никифоровичпа унăн аслă ывăлĕ — Олег — салтак службине Германире ирттернĕ, кунти Эльба шывĕ урлă пĕрре кăна мар каçнă. Çавна асра тытсах ĕнтĕ лашине çапла ят панă.

Ут хатĕрне Егоров асли йĕркене кĕртсе тăрать, урапи-çунине те вăлах. Лашапа ĕçлемелли ĕç хатĕрĕсем пурте пур. Эльба тихине А. Егоров аслă ывăлне — Олега — парнеленĕ. Кăçал çав çÿрен лашана кÿлме хăнăхтарасшăн. Ялта лашасем хунаттарса яма тĕв тунă Егоровсем. Хăйсен янаварĕпе Чатукассинчи чылай çынсене ĕç тума: утă илсе кĕме, тислĕк турттарма тата ытти те пулăшаççĕ.

— Пирĕн çĕрĕ 3—4 çĕрте те, вак-тĕвек лаптăксем çине трактор кĕртсе çăрăлтарни вырăнсăр. Сăмах май, çĕрĕсене пурне те регистраци палати витĕр кăларса харпăрлăха илнĕ, — тет Октябрьти революци тата “Хисеп Палли” орденĕсен кавалерĕ. Александр Никифорович “Герой” колхозри 1-мĕш бригадăна 19 çул ертсе пынă. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн ăна Тăван çĕр-шыв çавăн пек сумлă наградăсем парса чыс тунă. — Çав лаптăксем çинче çĕр улми, кăшман, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтеретпĕр. 20 сотăй çĕр улмине эпир хăй вăхăтĕнче эрнере тин кăларса пухса кĕнĕ. Кăçал ĕçе механизациленипе çак ĕçе пĕр кунрах туса ирттертĕмĕр. Лашапа кăлартăмăр.

Тухăçĕ пĕлтĕрпе кăçал япăх мар пулнă. Çав лаптăкран шултра çĕр улми 116 михĕ тухнă. Ытти çулсенче кун çуррине те çывхарайман. Ара, технологине çирĕп пăхăнса ĕçлени хăй çимĕçне кÿретех ĕнтĕ.

Зоя Ивановнапа (вăл 35 çул “Герой” колхозра бригадирта вăй хунă, сăмах май анчахрах унăн юбилейне чаплăн паллă тунă — автор) Александр Никифорович виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Сакăр мăнук вĕсен, пĕринчен тепри маттур.

Маларах калаçса татăлнă тейĕн, çав кун каçхи апата Егоровсен тăватă ачи пуçтарăнчĕ: аслă ывăлĕ — Олег — япала патне пынă, вăл тĕп килтен уйрăлса тухнă, иккĕмĕш хĕрĕ — Оля — Шупашкартан çитрĕ. Вăталăх ывăлĕпе — Виталийпе — унăн çемйи тата кĕçĕнни — Юра — ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Сăмах май, Юра салтак службине Кавказра ирттернĕ, Грузипе Кăнтăр Осети хушшинче пулса иртнĕ хирĕç тăрăва йĕркелештерме хутшăннă. Тĕрĕссипе каласан, мирлĕ вăхăтрах тар шăршине шăршласа пăхнă.

Çу кунĕсенче, уйрăмах ут çинче, утă пухса кĕртме Егоровсем 8—10 çын тухаççĕ. Йышпа вара ĕçĕ те ăнать. Ку чухне пурин валли те ĕç тупăнать. Виталийăн иккĕмĕш класа каякан ывăлĕ — Данила — валли те. Вăл кĕтÿрен ĕнесемпе сурăхсене, пăрусене хăваласа килет.

Сĕтне ку çемье ытларах А. Степанов фермера парать, лешĕ чĕр тавара вырнаçтарма пулăшать.

Килти хуçалăхра чăх-чĕпсĕр, кăвакалсăр пурăнмаççĕ. Ун ашĕ шаркку пĕçерме лайăх та. Пысăк йыша ашĕ-пăшĕ тата ытти те пайтах кирлĕ.

Пĕр чĕлхерен пурăнакан çак туслă çемьене малашне те ăнăçлă вăй хума ырлăх-сывлăх сунас килет.

В. Егоров

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика