Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен ыйтăвĕсене тĕпе хурса

01 декабря 2009 г.

Çынсен ыйтăвĕсене тĕпе хурса («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)»,

1 декабря 2009, вторник

 

 Пирĕн корреспондент анчахрах Чатукасси ял тăрăхĕнче пулнă, кунти администраци пуçлăхĕпе Г. В. МИХАЙЛОВПА курнăçнă, унран вырăнти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсенче кăçал мĕнле пысăк ыйтусем пăхса тухни, граждансен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерес, ялсенче тирпей-илем тăвас тата ытти ыйтусене татса парас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки каласа пама ыйтнă.

— Ку таранччен эпир депутатсен Пухăвĕн 5 ларăвне ирттернĕ. Вĕсенче пысăк ыйтусенчен, вырăнти бюджетсăр пуçне, муниципаллă çĕр тата вăрман çĕрĕсемпе усă курнине тĕрĕслессине пăхса тухнă. О. Волковпа А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе Шăнарпуç ялĕнчи çынсем çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслеме йышăннă. Ветерансемпе çамрăксен тата ыттисен нушисемпе тăтăшах интересленсе тăрат-пăр. Милицин участокри пунктне йĕркелештерсе çитертĕмĕр.

Ялсенче тирпей-илем тăвассине те кун йĕркинчен кăларман. Çуркуннепе çăвасене йĕркене кĕртсе тухрăмăр. Сергей Тарасов тăрăшнипе Чатукасси вăрманĕнчи пĕвене юшкăнран тасаттарнă. Ĕлĕкрех кунти пĕве питĕ илемлĕ пулнă. Унта çăл куç тапса тăнă. Ку ял хушшинчи пĕве те типсе ларчĕ, унти юшкăн тăприне кăларса тарăнлатмалла. Енĕшкассинче те ку енĕпе ĕçлемелле. Чатукассинче Центральная урамра 110 метр тăршшĕ çула хăйăрпа вак чул сарса тÿрлетсе тухнă.

Арçунакасси ялĕн уявне çав тери лайăх паллă турăмăр. Çакăнта пире Сергей Алексеевич Тарасовпа Игорь Николаевич Романов калама çук пысăк пулăшу кÿчĕç. Çуралса ÿснĕ тăван тăрăха çавăн пек хисеплекен, сума сăвакан çынсем ытларах пулинччĕ. Вара кирек епле йывăрлăхран тухма пулать.

Колонкăсене пăхсах тăратпăр. Пирĕн 8 ялта — 9 шыв башни. Халăха шывпа пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрас енĕпе ĕçлемен мар. Çĕнĕ Выççăлккăра артскважинăран шыв тарчĕ, çавна май ăна урăх çĕре куçарма тивет. Кун валли укçа тупмалла. Пирĕн территорири хуçалăх арканчĕ те шыв хуçалăхĕпе ĕçлекен çук, çавăнпа та ăна хамăр çине куçарттарма документсем хатĕрлемелле.

Кĕркуннепе, йывăç-тĕмĕ-сем лартмалли уйăхлăха хутшăнса, 1000 ытла йывăç-тĕмĕ лартса хăвартăмăр. Пирĕн патăрта Чăваш патшалăх университечĕн экологи бригади пулчĕ. Шкул стадионĕ хыçĕнче 30—40 сотăй çине 350 чăрăшпа юман лартса хăварнă, тавралла карта тытса çавăрнă. Петр Иванович Константинов çине тăнипе Çавалçырмара ял урамĕпе хурăнсем лартса тухнă. Хам та анкарти хыçĕнче ачасемпе 30 ытла йывăç лартрăм. Чатукассинчи Çĕнтерÿ паркĕнчи чăрăш-сене, тураттисем электролини пралукĕсене лекнĕрен, Çурçĕрти электричество сечĕсен ĕçченĕсем касрĕç. Вăрçă ветеранĕсем вĕсем вырăнне чăрăш калчисем лартса хăварчĕç.

Халĕ çулталăк вĕçленсе пынă май, тĕпрен илсен, бюджета тултарассипе ĕçлетпĕр.

Тĕрĕссипе, эпир кăçал çынсенчен уйрăммăн нимех те туман, кулленхи тивĕçсене пурнăçласа пынă çеç: ялта шыв, йĕрке пултăр, магазинсем ĕçлеччĕр тесе тăрăшнă, çĕрсемпе усă курнине тĕрĕсленĕ тата ытти те.

— Геннадий Валентинович, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕсене, вырăнсенчи урамсенче тирпей-илем тăвас çĕре депутатсем мĕнле хутшăнаççĕ тата камсем активлăхпа палăраççĕ-ха?

— Чатукассинчи Елена Николаевна Григорьевапа Владимир Александрович Афанасьев ларусенче питĕ активлă, урамсене тирпей-илем кĕртес çĕре халăха явăçтараççĕ, хăйсем те çав ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çав сăмахсенех Пулайкассинчи Зинаида Алексеевна Карповапа Галина Николаевна Игнатьева, Çавалçырмари Юрий Николаевич Лукин пирки те каласшăн. Юрий Николаевич активлă пурнăç йĕркине тытса пынисĕр пуçне, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме спонсорла пулăшу кÿрет.

— Татса паман мĕнле ыйтусем канăç памаççĕ-ха Сире паян, Геннадий Валентинович?

— Килти хытă каяшсене ăпăр-тапăр тăкмалли ятарлă полигона турттарса тухса çĕр айне тăвас ыйту питĕ çивĕч тăрать. Вĕсене хамăр патра тăкма юрамасть. Хальлĕхе кун валли 3 контейнер туяннă. Хамăр тăрăхри территорине çÿп-çапран тасатас енĕпе туса хатĕрленĕ схемăпа килĕшÿллĕн пире тĕрĕссипе 33 контейнер кирлĕ. Пухăннă 1 тонна ăпăр-тапăра тиесе тухса çĕр айне тума тарифсем питĕ хаклă. Кусем пурте укçа-тенкĕпе çыхăннă, ăна ăçтан тупмалла?

Вут-кăварпа кĕрешес енĕпе тумалли ĕçсем те пур. Кăçал пĕр мотопомпа илнĕ, тепре те туянмалла. Пушар сÿнтермелли машина питĕ кирлĕ. Ăна лартмалли гаражĕ кивелсе çитнĕ тата ытти те.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту çивĕчленчĕ. Ялсен урамĕсенчи çулсене хытă сийпе витмелле.

Хальлĕхе пирĕн территорире усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем те пур. Кăçал 100 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Халиччен тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешĕве 1100 гектар çĕре арендăна панă. Вăл çĕр пайĕсемпе усă курнăшăн халăха тырă пама пулнă. Ахаль выртакан тепĕр 200 гектар пирки те ку пĕрлешÿ ертÿçисемпе калаçса татăлнă. Килес çул вĕсем çав лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртессе шанатпăр.

Çирĕм çемье пÿрт-çурт лартма çĕр уйăрса пама ыйтса заявлени çырнă. Кун валли Типвар енче çĕр уйăрса пама йышăннă. Халăхăн ыйтăвне пирĕн тивĕçтермелле вĕт-ха. Пĕтĕмлетсе каласан, умри тĕллевсем пĕчĕк мар, вĕсене татса пама çине тăмалла.

— Геннадий Валентинович, калаçушăн тавтапуç, Сире хăвăр умри задачăсене ăнăçлă татса пама çирĕп сывлăх, иксĕлми пысăк вăй-хал сунатăп.

— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн.

В. Егоров

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика