25 ноября 2008 г.
Хут çине Федор Матвеевич Матвеев тесе çырăнать вăл. 75 çул урлă каçнă ĕнтĕ. Чунĕпе çамрăк-ха. Мăшăрĕ те — Нина инке — питĕ кăмăллă. Шÿтлеме ăста.
Иккĕшĕ те тăван кĕтесре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
— “Ял пурнăçĕ” хаçатсăр пурăнаймастпăр эпир. Вăл район пурнăçне çутатать вĕт. Республикăри “Хыпар”, “Хресчен сасси” хаçатсене те çырăнса илетпĕр, — теççĕ Федор Матвеевичпа мăшăрĕ. — “Ял пурнăçне” çырăнса илме манас марччĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)