Чадукасинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем кунĕнче, Енĕшкасси ял уявĕнче

12 августа 2008 г.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Илем кунĕнче Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Енĕшкасси ялĕн пĕрремĕш уявĕ иртрĕ.

Ку ял çынни, педагогика ĕçĕн ветеранĕ тата таврапĕлÿçĕ И. М. Макаров çапла каласа парать: “Халап тăрăх, Марка ятлă сунарçă ывăлĕсене — Енĕшпе Охока Ункă юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче çĕр касса панă. Вĕсем вара кил-çурт çавăрнă, хуçалăх тытнă, йыш хушнă. Унтан татах çĕнĕ çемьесем чăмăртаннă, ялсем пуçланса кайнă. Архив докуменчĕсем тăрăх, Енĕшкасси ялĕ 17-мĕш ĕмĕртенпе хăй пуррине пĕлтерет. Малтан кил-çурта кам мĕнле пĕлнĕ, епле кăмăла кайнă — çапла хăпартнă. Урам паллисем пулман. 19-мĕш ĕмĕрте вара кунта пурăнакансен ушкăнĕ, ял планне туса, Хусана кайнă. Унта çав плана çирĕплетнĕ. Халĕ те урамсем çав планпа килĕшÿллĕн аталанса пыраç-çĕ тесе çирĕплетме пулать”.

Кирек епле ялăнни евĕрех, Енĕшкасси историйĕ те пуян. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20—30-мĕш çулĕсенче, ав, кунта чăпта çапакансен “Стрела” ятлă эртелĕ йĕркеленнĕ. Унăн правленийĕ В. М. Ездов килĕнче вырнаçнă. Ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе каярахпа правлени тата 1938—1939 çулсенче халĕ те ларакан клуб çурчĕсене туса лартнă. “Стрелан” çывăхри ялсенче 11 бригада шутланнă. Унтисем ĕçре çеç мар, спортра та палăрнă. Клуб çывăхĕнче, сăмахран, стадион йĕркеленĕ. Вăрçă умĕн “Спартак” спорт обществин пĕр пĕчĕк пайĕ çуралнă, инструкторта Н. Ф. Воротников ĕçленĕ. Çуллахи вăхăтра бригадăсен членĕсем хушшинче футбол, волейбол вăййисене, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене йĕркелесси йăлара пулнă. Чăн-чăн уяв пек иртнĕ вĕсем, куракансем те йышлăн пухăннă. Вăрçă хыççăн 1950—1952 çулсенче спорт инструкторĕн тивĕçне Николаев пурнăçланă. Таврари ялсенчен пуçтарăннă хĕрсемпе каччăсем алла-аллăн тытăнса клуб çумĕнчи урампа утнă, купăс сассипе ташша тухма та хăраса тăман. Ку вара халăх асĕнче “Сергей пуххи” ятпа юлнă. Кам-ха вăл Сергей? Вăрçă пынă вăхăтра эртелте бухгалтерта, ун хыççăн клуб заведующийĕнче Сергей Михайлович Михайлов тимленĕ. Çынсем ăна хисеплесе уява “Сергей пуххи” тенĕ те. Анчах 1952 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчи хăрушă инкек хыççăн çак пухха пухăнма пăрахнă.

ТАТАХ КĂШТАХ ИСТОРИРЕН. 1931 çулта ялта кĕр аки тума 11 çемье “Новый путь” колхоза пĕрлешнĕ. 1949 çулччен ăна 11-ĕн председатель пулса ертсе пынă, пĕрремĕш ертÿçи — А. Л. Гудков. Çав çулхине “Коммунизм” колхоз йĕркеленнĕ. 30-мĕш çулсенче ачасем уйрăм çын килĕнче вĕреннĕ, 1950 çулта ялти шкулăн йывăç, тепĕр 10 çултан кирпĕч çурчĕсем хута кайнă. 1938—1940 çулсенче эртел кантурĕнче ĕçлекенсем килĕсене радио кĕртнĕ, 1961 çулта вара вăл кашни килтех калаçма пуçланă. 1940 çулта кунта лавкка уçăлнă, вăл Чатукасси ялповĕн шутланнă. 1956 çулта Виçикасси енчен электролини тăсса “Коммунизм” колхоза кĕрекен ялсене электрификациленĕ. Кĕçех ял çыннисем (В. Н. Никандров, С. П. Прокопьев) “Рекорд-6” маркăллă телевизорсем туянма тытăннă. Кăштахран “Герой” колхоз вĕсене фермăсенчи общежитисем валли те туянса панă.

Иртнĕ хаяр вăрçа та кунти кашни çемьерен тенĕ пекех хутшăннă. “Майор” звани илнисем те, орден-медальсене тивĕçнисем те сахалăн мар пулнă. Фронтра 32-ĕн пуçĕсене хунă. Вĕсене асăнса ял варринче палăк лартнă. Вăрçă пынă çулсенче ялти пурнăç та çăмăллăн килмен. Çапах хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем вĕсене чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ.

Паян ялта 95 кил, çав шутра 28-шĕпе дача евĕр усă кураççĕ. 109 çын пурăнать, ку шутра хĕрарăмсем 56-ăн, арçынсем 53-ĕн. Хĕрарăмсенчен çулĕпе чи асли — Хеония Александровна Александрова (90 çулта), арçынсенчен вара Чатукасси шкул директорĕнче вăй хунă вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Владимир Васильевич Васильев (87-ре). Чи çамрăкки — Руслан Антонов, вăл — 6-ра. Пенсионерсем ялта 41-ен, ĕçлеме пултаракан арçынсем — 34-ăн, ку çулсенчи хĕрарăмсем — 26-ăн. 16 çула çитейменнисем 13-ĕн (вĕсем пурте Чатукасси вăтам шкулне çÿреççĕ). 10 каччăпа хĕр — çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи аслă шкулсемпе техникумсен студенчĕсем.

Чăвашсен пысăках мар ку ялĕнчен паллă çынсем сахалăн мар тухнă. Вĕсем хушшинче — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор тата педагог В. Н. Никандров, унăн ывăлĕ — Александр (вăл конькипе чупассипе Чăваш ен рекордсменĕ пулнă, ЧР конькипе чупакансен спорчĕн федерацийĕн президенчĕ), тепĕр ывăлĕ — Юрий — спорт мастерĕн кандидачĕ, Владимирпа Алексей Григорьевсем (спорта аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн иккĕшне те Чăваш Ен Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕсемпе хисеплĕ ятсем панă), В. Г. Шляхина (Вера Григорьевна — Чăваш наци музейĕн директор çумĕ), Г. Т. Илларионов (йывăр тăпри çăмăл пултăр, Геннадий Тихонович Чатукасси Культура çурчĕн директорĕ, Чатукасси ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă). Ял çыннисем Н. М. Михайлова та, Г. С. Софронова та, Ильяпа Павел Андреевсене те, Павелпа Порфирий Илларионовсене те, Андрейпа Александр Ивановсене те, мухтавлă ытти ентешĕсене те аван пĕлеççĕ. Епле мăнаçланмăн-ха вĕсемпе! Е. Б. Борисова та, ав, “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята, III степень Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçнĕ. Икĕ Марийăна — Емельяновапа Егорована, çавăн пекех Шупашкарта ĕçленĕ В. М. Макарова “Хисеп палли” орденсемпе чысланă. Мирлĕ ĕçре палăрса медальсене тивĕçнисем те вуншарăн. Пиччĕшĕпе шăллĕ — Владимирпа Николай Петровсем — строительство организацийĕсене ăнăçлă ертсе пыраççĕ.

Ку ялти паллă çынсен списокне татах та тăсма пулать. Н. Г. Григорьев бригадир, ав, 60—70-мĕш çулсенче пысăк тухăçлă кукурузăпа кăшман çитĕнтернĕшĕн çĕр-шыври Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Выставкин бронза медальне тивĕçнĕ. В. Г. Григорьев яппун вăрçине хутшăннă, летчик пулнă, вăл “Коммунизм” колхозăн пĕрремĕш председателĕнче те вăй хунă. И. В. Васильев вара “Новый мир” хуçалăха пуçласа ертсе пынă. Клавдия Антипова та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Александр Константинова та ку тăрăхсем аван пĕлеççĕ. В. А. Сутков бригадир та, кладовщик та, арманçă та, ял старости те пулнă. Халĕ ял старостин тивĕçне Ф. Г. Илларионова пурнăçлать. Халăхпа ĕçлеме пĕлет Фаина Гавриловна.

“Ку уяв — унчченхи праçниксен малалли тăсăмĕ”, теççĕ енĕшкассисем. Ăна пуçараканĕ — А. Н. Григорьев. “Ял уявĕ вăл, яланах, туслăхпа сывлăх уявĕ те”, палăртрĕ пирĕнпе калаçнă чухне Алексей Николаевич. “Пĕрне ырласа, теприне хурлаймăн пирĕн ял çыннисене. Пурте пĕрле, праçнике хатĕрленсе нимелле вăй хутăмăр”, пĕлтерчĕ вăл.

Чăн та, уява хатĕрленсе, енĕшкассисем пысăк калăпăшлă ĕç тунă. Урамсене, ав, çум курăкран тасатнă. Клуб çумĕнче пушă выртакан лаптăк тавра йывăç картапа сетка-рабица тытнă. Кунта футбол тата волейбол вылямалли площадкăсем йĕркеленĕ. Ачасем валли чуччу майлаштарнă. Культура вучахне шалтан та, тултан та (тумалли çапах пур-ха) юсаса сăрланă, çывăхра сцена ăсталанă. Вăрçăра вилнисене сума суса лартнă палăка йĕркене кĕртнĕ.

Уяв, кун каç кÿлĕм еннелле çаврăнсан, чăвашсен авалхи “Аки-сухи” юррипе пуçланчĕ. Унтан праçнике ертсе пыракан — ку ялта çуралнă, халĕ Мускавра, Раççей Çарĕн Тĕп академи театрĕн илемлĕхпе спектакльсем лартакан пай заведующийĕнче вăй хуракан М. А. Викторов И. М. Макаров таврапĕлÿçĕ-учителе сăмах пачĕ. Иван Макарович пухăннă ял-йышпа хăнасене ял историйĕпе, унăн чыс-сумлă çыннисен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Ял çыннисем вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕр минутлăх шăплăха путрĕç.

Малалла енĕшкассисене ял праçникĕпе тата Илем кунĕпе район администрацийĕ ячĕпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, çавăн пекех Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Михайлов, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. И. Андреев, Енĕшкасси шкулĕнче вĕреннĕ тата вĕрентнĕ Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ В. Н. Николаев таврапĕлÿçĕ ăшшăн саламларĕç, паллă çак кун ку ял çыннисемпе пĕрле мăнаçланни, вĕсемпе пĕрлех савăнни пирки пĕлтерчĕç, пысăк ĕçшĕн тав турĕç, малашлăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунчĕç.

Уяв йĕркелÿçи А. Н. Григорьев праçнике хатĕрленсе ирттерес енĕпе уйрăмах палăрнисен пĕр ушкăнне — А. Л. Аверкиева, В. А. Васильева, К. П. Порфирьевана, А. А. Порфирьева тата Ивановсемпе Алексеевсен çемйисене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕ.

Унтан концерт пуçланчĕ. Енĕшкасси ял çыннисене Александр Васильев ертсе пыракан чăваш эстрада юрăçисен ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Волейбол, футбол вăййисем иртрĕç. Шашка-шахмăтла вылякансем те тупăшрĕç. Чи вăйлисем шăчă тăррине хăпарассипе тата пĕрене çинче михĕпе тытăçассипе ăмăртрĕç. Ачасем чуччупа ярăнса савăнчĕç. Сутуçăсем тĕрлĕ таварпа тивĕçтерчĕç. Тутлă шÿрпепе шашлăк та тутанса пăхма май пулчĕ уявра.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика