02 июня 2021 г.
Юлашки вăхăтра спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах иртме тытăнчĕç. Мари Республикинчи Советски поселокĕнче ака уйăхĕнче В. Дубровские халалласа йĕркеленĕ ăмăртура Даша Осипова, Маша Константинова тата Маша Александрова вăй виçрĕç. Унта Мари, Тутар тата Чăваш республикисенчи вăйлă спортсменсем вăй виçрĕç. Маша Александрова хăй виçинче — иккĕмĕш, Маша Константинова виççĕмĕш пулчĕç. Судьясен айăпĕпе Даша медальсĕр юлчĕ.
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Валерьян Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе пысăк ăмăрту иртрĕ. Унта тĕп хулари виçĕ, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Элĕк тата пирĕн район командисем хутшăнчĕç. Ăмăртусене йĕркелесе ирттерме В. Казанкин тренер пысăк тÿпе хыврĕ. Трак ен чысне Софья Ильина /Пикшик/, Камилла Александрова, Валерия Камалова, Таня Данилова /Трак/ хÿтĕлерĕç. Софья ăмăртусене пуçласа хутшăнчĕ, апла пулин те вăл хăраса тăмарĕ, хăй виçинче 3-мĕш пулчĕ. Трак хĕрĕсем те пултарулăхпа палăрчĕç — вĕсем пурте пĕр виçере кĕрешрĕç, Камилла 2-мĕш, Валерия 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем черетлĕ хут тупăшрĕç. Ăмăртусенче Çĕрпÿ, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, пирĕн район тата Шупашкар хулин командисем вăй виçрĕç. Трак ен командин йышĕнче Тимур Романов, Катя Лыскова тата Валерия Петрова пулчĕç. Çивĕч кĕрешÿре иртрĕç вăйăсем. Ăсталăхпа хавхалану кăтартса Тимурпа Валерия пĕрремĕш, Катя иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Юлашкинчен çакна каласшăн: вĕренÿ çулне япăх мар кăтартусемпе вĕçлетпĕр эпир. Кăçал республика шайĕнчи ăмăртусенче Катя Лыскова икĕ хутчен çĕнтерчĕ, Даша Осипова хăйпе пĕр çулти хĕрачасен хушшинче мала тухрĕ. Маша Константинова пьедесталăн иккĕмĕш пусми çине хăпарчĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чĕмпĕр хулинче иртнĕ Атăлçи округĕн ăмăртăвĕнче Даша Осиповăпа Люда Александрова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç, Катя Лыскова 4-мĕш, Маша Константинова 7-мĕш пулчĕç. Унăн кăтартăвĕсемпе Людăн, Дашăн тата Катьăн Калуга хулинче иртекен Раççей шайĕнчи ăмăртура вăй виçмеллеччĕ. Анчах унта каяс умĕн Дашăпа Люда чирлесе ÿкрĕç. Калугăра Людăн тусĕсемсĕр пĕчченех кĕрешме тиврĕ. Вăл унта малти вырăнсене çĕнсе илеймерĕ пулин те хăйне валли паха опыт пухрĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Катя Лысковăпа Люда Александровăна республикăн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ.
Район кĕрешÿçисем çÿлерех асăннă çитĕнÿсене малалла аталантарса пырса çĕнĕ ÿсĕмсем тăвасса шанас килет.
Владимир ГРИГОРЬЕВ,
ЧР тава тивĕçлĕ
тренерĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)