21 мая 2021 г.
Çак кунсенче Ыхракассинче пурăнакан Мавра Михайлова 95 çул тултарчĕ. Тăвансемпе кÿршисем, ял-йыш ватă çынна чыслама чылаййăн пуçтарăннă.
Мавра кинемей аса илÿ авăрне путса калаçăва вăраххăн пуçларĕ: «Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар, 95 çула çитессе тĕлĕкре те тĕлленмен. Çăмăл пулмарĕ кун-çулăм, ачаллах çăкăра тарпа ĕçлесе илме хăнăхнă. Вăрçă вăхăтĕнче пур ĕç те хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча çине тиеннĕ. Сăр хĕрринче окоп чавма хутшăннă. Сивĕпе шăнса хытсан кăвайт патĕнче ăшăннă хыççăн каллех ĕçе кÿлĕннĕ. Апат-çимĕçне килтен илсе пынă, ĕç хыççăн пĕçерсе çинĕ. Çынсем хăйсене хĕрхенмен, сменăра палăртнă нормăна пурнăçламаллах пулнă».
Атăл леш енче торф та кăларнă, Буинск вăрманĕнче йывăç та каснă. Ултă уйăх Новосибирск хулинче вăрçă техникине кăларакан заводра тар тăкнă. «Мухтав Турра, вăрăм кун-çул панăшăн», — тет 96 çула кармашакан ватă.
Кинемей больницăра ку таранччен йывăр чирлесе выртса курман. Пĕлтĕр пахчари утта хăех çулса типĕтнĕ, пахча çимĕç лартса ÿстернĕ. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ «вăрçă ачи». «Çын ĕçленипе пурăнать. Чакаланакан кайăк тислĕкре те ылтăн пĕрчи тупнă», — тет Мавра Михайловна.
Лев Соловьев.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)