18 августа 2015 г.
Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Çеçмер ялĕ Мăн Шетмĕри метрика кĕнекинче 1790 çултанпа шутланса тăрать. В. Константинов таврапĕлỹçĕ хăйĕн “Трак тăрăхĕнчи ялсем” кĕнекинче палăртнă тăрăх, ял ячĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчен куçса килекенсенченех юлнă. Кунта çуралнă Тарас Кириллов 10 поэма çырнă, фольклор материалĕ чылай пухнă. 1859 çулта кунти 25 хуçалăхра 123 çын пурăнни паллă. 1989 çулта — 43 арçын тата 56 хĕрарăм. Халĕ вара 51 килте 100 ытла çын кун кунлать. Ят-сумлисем чылайăн тухнă ку ялтан. Н. Яковлев, сăмахран, Чăваш АССРĕн çутĕç министрĕ пулнă. Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, çак ял çынни А. Данилов пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк Çеçмертен çеç Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине 56 çын тухса кайнă, 28-шĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Киле ыр-сыввăн таврăннă ветерансенчен те халĕ пурăнакан çук. Ку таранччен ялта вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк та пулман. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Данилов çавăнпах Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ çулталăкра çак тĕрĕсмарлăхран хăтăлас тенĕ. Алексей Николаевич виçĕ район — Шупашкар, Муркаш тата Элĕк районĕсен чиккинче ларакан ялта обелиск çĕклеме тĕв тунă. Проектне те хăйех хатĕрленĕ, ĕçсен пĕр пайне те хăех тунă. Паллах, ял çыннисем те аякра юлман: май пур таран пулăшу кỹнĕ. Обелиска уçнă чухне А. Данилов пурне те тав сăмахĕ каларĕ, ял тăрăхĕн эксперт специалистне Лина Комарована вара юбилейпа та саламласа Хисеп грамотипе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков та обелиск уçма пушă алăпа килмен. Вăл куншăн ял çыннисене — В. Александрова, С. Смирнова, Н. Тихонова, ял пухăвĕн депутатне И. Ильина тата “Блик” пултарулăх мастерскойĕн ĕçченне А. Данилована район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. — Кăçал эпир палăксене чылай юсарăмăр тата çĕнĕрен уçрăмăр. Паян, ав, сирĕн ялта обелиск уçатпăр. Историне пĕлмесен, малашлăх пулас çук. Пирĕн ветерансен ячĕсене ялан асра тытмалла, палăксене упрамалла, вĕсем тавра ялан чечексем ешерччĕр, — терĕ Андрей Владимирович. Обелиск патне пынă çĕрти хĕрлĕ хăйăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ, ку ял кĕрỹшĕ А. Семенов тата В. Димитриевпа П. Шумилов педагог-ветерансем касрĕç. Районпа ял тăрăхĕн администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял çыннисем илемлĕ палăк-обелиск умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çеçмерсене паллă кун ячĕпе Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх правленийĕн председателĕ А. Львов, Красноармейскипе Чатукасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Э. Ермаковпа Г. Михайлов ыр сунчĕç. Ял çыннисем ку тăрăхри юрăçсен концертне те пăхса савăнчĕç. Çав кунах çак ялта ỹснĕ С. Комарова асăнса футбол турнирĕ те, ытти вăйăсем те иртрĕç. Футболла, акă, 6 команда вăй виçрĕ, “Голов” команда (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Кăлаваран) ыттисене парăнтарса мала тухрĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)