Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енсем Литературăпа К. Иванов çулталăкне уçрĕç

03 февраля 2015 г.

Трак енсем Литературăпа К. Иванов çулталăкне уçрĕç

Иртнĕ кĕçнерникун, кăрлачăн 30-мĕшĕнче, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Красноармейскисем савăнăçлă лару-тăрура Литературăпа чăваш литературин классикĕн К. Ивановăн çулталăкне уçрĕç. Çавна май культура ĕçченĕсем “Литература — иртнĕ ĕмĕрсен тата паянхи кунсен пуянлăхĕ” ятлă уяв парнелерĕç. Вăл каç халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ литературăна кăмăллакансемпе, кĕнеке вулама юратакансемпе, хамăр тăрăхри сăвă-калав çырма юратакансемпе тулчĕ. Фойере Заволжски клуб çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри художество промыслисен халăх ăсти Ж. Михайлова ертсе пыракан “Ал ăсти” тата “Пỹрнеске” кружока çỹрекенсен ал ĕçĕсен, районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем вара çĕнĕ кĕнекесен выставкисене йĕркеленĕ. Сцена çине район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ А. Васильев улăхаççĕ. “Иртнĕ çул Культура çулталăкĕ пулчĕ, çавна май Трак енре вун-вун мероприяти иртрĕ. Литература — пирĕн культурăн пĕр пайĕ, вăл латин сăмахĕ, “çырса хуни” (“написанное”) тенине пĕлтерет. Эпир сирĕнпе мĕн ыррине, лайăххине пĕтĕм-пех литература урлă пĕлет-пĕр. Чăваш литературине Трак тăрăхĕнчен те чылай паллă сăвă-калав ăсти пырса кĕнĕ. Паян шкулсенче чĕлхепе литературăна вĕ-рентекенсен ку енĕпе пултаруллă яш-кĕрĕме тупса палăртса вĕсене малалла аталанма çул уçса памалла”, — терĕ Владимир Николаевич. “Кĕнеке — пĕлỹсен çăл куçĕ. Шăпах литература çынна çутта кăларать, ăс-хакăл парнелет”,— пĕтĕм-летрĕ хăйĕн сăмахне Алексей Иванович. Вĕсем Трак енре Литературăпа вилĕм-сĕр “Нарспи” поэма авторĕн К. Иванов çулталăкĕ уçăлнине пĕлтерчĕç. Уявра Трак тата Красноармейски вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем, пирĕн ентеш, Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, Трак ен çыравçисем — К. Васильева-Тукайăкĕ, Л. Антонов-Малтикас, Н. Ершов-Янгер, ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова тата “Кăмăл” литература пĕрлешĕвне çỹрекенсем (В. Мефодьева, А. Яковлева, Н. Никифоров) сăвăсем вуларĕç.Трак енсене Галина Ордем (Г. Васильева) сăвăç, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи А. Львов, Сергий атте саламларĕç. З. Смирнова, К. Сергеева, А. Михайлова, Н. Васильева, Г. Васильева юрăçсем, Заволжски клуб çумĕнчи “Капелька”, “Хавал” (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров) ансамбльсем, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пыракан ветерансен хорĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика