05 августа 2014 г.
“Единая Россия” парти пурнăçа кĕртекен “Халăх тĕрĕслевĕ” проектпа килĕшỹллĕн, июлĕн 29-мĕшĕнчи ир-ирех Тăвай, Красноармейски, Елчĕк тата Вăрмар районĕсенче “Единая Россия” партин вырăнсенчи ĕç тăвкомĕсен ертỹçисем ялсенчи сĕт сутакан çынсемпе тата сĕт пуçтаракансемпе курнăçнă. Тĕл пулусен тĕллевĕ — республикăри халăхран сĕт туянассин рынокĕнче конкуренцие аталантармалли, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче сĕт пуçтаракан тỹрĕ кăмăллă çынсене ĕçлеме условисем туса памалли мерăсем епле пурнăçа кĕнине “пĕрремĕш алăсенчен” илесси, кунпа пĕрлех потребитель кооперативĕсен сĕт пухас ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелесси. Тăвай районĕнчи Çăлпуç ялĕнче, акă, 10 çын вырăнти лавккана сĕте пĕр литрне 11-шер тенкĕпе парать. Вĕсем ĕне усракансене патшалăх енчен пулăшу парассипе интересленеççĕ. Елчĕк районĕнчи 9 ял тăрăхĕнче июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă 4537 пуç выльăх, çав шутра сăвакан 2328 ĕне, усранă. Кунти тĕрлĕ ялсенче сутакан 1 л сĕтĕн хакĕ — 13—12,5—11 тенкĕпе танлашать. Вăрмар районĕнчи Тикаш ял тăрăхĕнче те унăн пĕр литрне 11 тенкĕпе туянаççĕ. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче те (Красноармейски районĕ), калăпăр, Çирĕклĕ ялĕнче сĕт пуçтаракансем 1 литршăн 11 тенкĕ параççĕ. Яманакрах Çĕмĕрлепе Канаш районĕнчен килекенсем ăна 10 тенкĕпех пухаççĕ. Ял çыннисем çу кунĕсенче сĕт нумайран хаксем чакнине палăртаççĕ. “Çапах та ку ыйтăва çỹллĕ шайрах татса памалла, унсăрăн килти уйрăм хуçалăхсенче выльăх йышĕ чакса кайма пултарать. Патшалăхăн вара уйрăм сектора пулăшмаллах”, — теççĕ вĕсем. Тĕл пулусенче панă мĕн пур сĕнỹсене парти тата влаç тытăмĕсем патне çитереççĕ. Ку ыйтупа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та интересленсех тăрать. Районсенче иртнĕ ĕçлĕ çул çỹревсем вăхăтĕнче те вăл туянакан сĕт хакĕн ыйтăвне пĕр хут çеç мар çĕклерĕ. Михаил Васильевич Çĕрпỹ районĕнче июлĕн 25-мĕшĕнче пулнă АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн тата республикăри Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче те тỹрĕ кăмăлсăр сĕт пуçтаракансен ĕçне критиклерĕ, “халăхран сĕтĕн пĕр литрне 13 тенкĕрен йỹнĕрех хакпа туянмалла мар”, терĕ. Аса илтеретпĕр: Раççейри ял тăрăхĕсен депутачĕсен апрельте Волгорад хулинче “Единая Россия” парти йĕркеленипе иртнĕ Съездĕнче те сĕт туса илесси тĕпре пулни, ку отрасле патшалăх пулăшăвĕ парассин эффективлăхне хăпартасси пирки сăмах пынă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин июльте Раççей Ял хуçалăх министерствине сĕт отрасльне аталантармалли нумай вăхăтлăх программăна пурнăçа кĕртессипе сĕнỹсем тăратма, сĕт хакĕн чи пысăк виçине май пур таран çирĕплетес ыйтăва пăхса тухма хушнă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)