Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ урамсене — газ тата шыв

24 июня 2014 г.

Çĕнĕ урамсене — газ тата шыв

Красноармейски ялĕн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕ куç умĕнчех ỹссе аталанса пырать. Кунти Моркински тата Çамрăксен урамĕсене, акă, çут çанталăк газĕ кĕртессине тата шыв пăрăхĕ хурассине вĕçлерĕç. Подрядчик — “Газпром газораспределение г. Чебоксары в г. Цивильске” УАО çак икĕ урамра 1545 метр тăршшĕ газ пăрăхĕ хыврĕ, 1144,38 пин тенкĕлĕх ĕç турĕ. Халĕ объекта регистрацилеме ĕç хучĕсем (документсем) хатĕрлеççĕ. Ку урамсенчех подрядчик — “Вета” ООО — 1666 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хыврĕ, сметăпа пăхнă 4050,57 пин тенкĕлĕх ĕç турĕ, 27 м3 шыв кĕрекен ултă пушар резервуарĕ вырнаçтарчĕ. Асăннă урамсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Трак урамĕнче артскважина, насус станцийĕ, шыв башни тума проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ. Çак кунсенче вĕсене патшалăх экспертизи витĕр кăлараççĕ. Лайăхпа хакласан, ку объекта республика пулăшу панипе тумалла.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика