Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçмерсен çитěнěвěсем

28 февраля 2012 г.

1991 çулта Ильинсем -3, Шумиловсем -2 хречен фермер хуçалăхě йеркелерěç. Çěр пайěсемпе усă куракансем çиччěн. Пушă выртакан çěрсем çук. Ялта 4 комбайн, 16 трактор, çăмăл автомашинăсем – 14. Фермерсем пенсионерсене, юнашар ялти çамрăксене ĕçпе тивěçтереççě. Çакă вара çулен мăйракаллă шултра 70 -75 выльăх усрама май парать. Патшалăха çулталăкěпех сěт сутаççě. Вениамин Ильин 3 пěвере хальхи меслетпе усă курса шултра пулă ÿстерет., юнашар ял çыннисене сутса тупăш тăвать. Фермерсем хăйсен ачисене çăмăл пурнăç шыраса хулана тухса тармасса шанаççě. Ялта тата 7 çамрăк çемье çавăрма хатěр. 18 ача Пикшик шкулне çурет. Шел те, тата 15 ача валли ача сачě çук. 1961 çултанпа Çеçмерте йěлтěрпе ярăнассипе, футболла выляссипе, шывра ишессипе ăмăртусем иртеççě. Юнашар ялсенчи командăсем те хутшăнаççě. Хěллехи каникул кунěсенче акă 6 команда пуçтарăнса футболла выляса вăй виçрěç. Ял администрацийěн пуçлăхě А.Данилов тимленипе, депутатсем çине тăнипе çěнтерÿçěсене медальсемпе тата хисеп хучěсемпе чысларěç. Куракансем те йышлăн пулчěç. Çеçмер ялěнче кăна Чăваш ен чемпионěсем çиччěн. Аслă пěлÿ илнисем ялта 47 –ěн. Яковлевсен çемьинче çеç 9 –ăн, 3 –шě тава тивěслě учитель. Чăваш енти «Султалăк учителě»конкурсра çěнтерсе В.Шумилов Мускав шайěнче те палăрчě. Александровсен, Мироновсен, Комаровсен, Тихоновсен, Шумиловсен тата Смирновсен çемьисенче, сăмахран, 4-5 ěн аслă пěлÿ илнě. Чăвашсен паллă сăвăçи Тарас Кириллов та – ку ялтанах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика