Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕ — А. Шестаков

31 января 2012 г.

Январĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн лару залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 12-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма А. В. Шестакова çирĕплетнĕ.

Лару ĕçне район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, ял тăрăхĕсен, предприятисен, учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн начальникĕ А. Добрышкин, Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казакова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăваш бройлерĕ” уçă акционер обществин директорĕ В.Николаев хутшăннă. Лару кун йĕркине лартнă 8 ыйтăва пăхса тухнă.

Малтанхи 4 ыйтăвĕ район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен комисси председателĕ В. Григорьев конкурс кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетмелли конкурсра Валерий Юрьевич Ивановпа Андрей Владимирович Шестаков мала тухнă. Лару бюллетеньсене çак икĕ кандидатурăна кĕртсе вăрттăн сасăлав ирттернĕ. Сасăлав кăтартăвĕсемпе В. Иванов 8, А. Шестаков 10 сасă пухнă. Çапла вара район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен ытларах сассине пухса Раççей Перекет банкĕн 4437-мĕш Çĕрпÿ уйрăмĕн 4437Ĕ040-мĕш номерлĕ хушма офисĕн заведующийĕ Андрей Владимирович Шестаков район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Район пуçлăхне — район депутачĕсен Пухăвĕн председательне В. Григорьева район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Шестаковпа контракт çырса çирĕплетме сĕннĕ. Ку контракта пиллĕкмĕш созыври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçленичченхи тапхăр валли алă пусса çирĕплетнĕ. Андрей Владимирович конкурс комиссийĕпе район депутачĕсен Пухăвне хăйне пысăк та яваплă ĕç шанса панăшăн тав тунă, район пуласлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме шантарнă.

Лару Раççей Президенчĕн кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнчи суйлавне ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен 411—434-мĕш суйлав участокĕсен комиссийĕсене кĕртмешкĕн кандидатурăсем çирĕплетнĕ, пурлăха районăн муниципаллă харпăрлăхĕнчен ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе, районăн муниципаллă пурлăхне 2012 çулта приватизацилессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухса йышăнусем тунă. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика