Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак районĕ çуралнине паллă турĕç

13 января 2015 г.

1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе пирĕн республикăра çĕнĕрен 7 район туса хунă. Çав шутра — Трак районĕ те. Унтанпа 80 çул хыçа юлчĕ. Хамăр район çуралнине анлăн паллă тăвас тĕллевпе кăçалхи кăрлачăн 9-мĕш кунĕнче район администрацийĕн çурчĕн пысăк залне хăй вăхăтĕнче района ертсе пынă çынсем, халĕ район администрацийĕн яваплă ĕçĕсенче тăрăшакансем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертỹçисем, ветеран-активистсем тата обществăлла организацисен çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Савăнăçлă пухăва район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн ертỹçи А. И. Васильев уçса йĕркелесе пычĕ. Районăн малтанхи тата хальхи утăмĕсем, унăн мухтавлă çыннисем çинчен, электронлă сюжетсене экран çинче кăтартса, район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн ертỹçи Р. М. Осипова туллин паллаштарчĕ. Ун хыççăн хăйсен вăхăтĕнче района нумай çул ертсе пынă С. И. Железинпа А. П. Никитина сăмах пачĕç. Вĕсем çав тапхăрти çитĕнỹсемпе çитменлĕхсене аса илсе, ун чухнехи социаллă-экономикăлла аталану пирки каласа пачĕç. Районти ветерансен юхăмĕн аксакалĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров хăй райĕçтăвком председателĕн çумĕнче ĕçленĕ тапхăрта туса ирттернĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене куç умне кăларчĕ, обществăлла майпа халĕ тăвакан ĕç-пуç çинче чарăнса тăчĕ. Пичет ветеранĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертỹçи Н. Г. Ершов çыравçă кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче район хаçачĕн 80 çулхи юбилейĕ çитесси пирки аса илтерчĕ. Ку юбилее те тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерессине палăртрĕ, хăй çырнă “Трак ен юрри” сăввине вуларĕ. Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедине хатĕрлекен редакци коллегийĕн тĕп редакторĕ В. М. Михайлов çак пархатарлă ĕç мĕнле пулса пынипе паллаштарчĕ, ку енĕпе уйрăмах хастар ĕçлекенсен ячĕсене асăнса тав турĕ, энциклопеди пичетлесе кăларассине район кунĕ тĕлне вĕçлессине пĕлтерчĕ. Ырă йăла-йĕрке тăрăх, çак уяв пухăвĕнче савăнăçлă чыслав саманчĕсем те пулчĕç. Район юбилейĕн çулĕнче çуралнă пĕрремĕш пепкене — Чатукасси ял тăрăхĕнчи Константин Прокопьев çемйинче 2-мĕш январьте кун çути курнă ачине ырлăх-сывлăх сунса парне пачĕç. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Иосиф Яковлев вара шăпах район çуралнă вăхăтра — 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Районăн чăн-чăн тантăшне те чыслă парне кỹчĕç. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика