Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш ФАП — Янмурçинра

09 декабря 2014 г.

Иккĕмĕш ФАП — Янмурçинра

Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, республика пуçлăхĕн М. И. Игнатьевăн пуçарăвĕпе Чăваш Енре 100 фельшерпа акушер пункчĕ уçмалли программа ĕçе çирĕппĕн кĕрсе пырать. Трак енре пĕрремĕш çĕнĕ ФАП иртнĕ çулхи кĕркунне Кушкă ялĕнче уçăлнăччĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче вара ку евĕрри — район территорийĕнче — иккĕмĕшĕ — Упи ял тăрăхне кĕрекен Янмурçин ялĕнче хута кайрĕ. Вăл республикăра ĕçе кĕнĕ 46 ФАП пулса тăчĕ. Пысăк савăнăçа ялти медицина ĕçченĕсем халăхпа пĕрле савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Вырăнти хуçалăхăн кивĕ склачĕ вырăнне ỹссе ларнă капмар та илемлĕн курăнакан çурт çывăхне палăртнă вăхăт тĕлне çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ тулти сивве çĕнме пулăшакан хавхалануллă та çĕкленỹллĕ юрă парнеленĕ хыççăн уява йĕркелесе пынă Л. Архипова культура ĕçченĕ район администрацийĕн пуçлăхне А. Шестакова сăмах пачĕ. — Ку фельшерпа акушер пункчĕ 3 ялти — Янмурçинри, Кĕрекаçри тата Пайсупинри — 605 çынăн, çав шутра 120 ачан сывлăхĕн хуралĕнче тăрĕ. Ăна ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен 2 млн ытла, районăннинчен 250 пин тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 100 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Сирĕнпе пĕрле савăнатăп. Анчах чирлемелле ан пултăр, пурте сывă пурăнăр, — терĕ пухăннисене саламланă май Андрей Владимирович. Виçĕ ял халăхне паллă пулăм ячĕпе çавăн пекех ЧР сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин медицина пулăшăвĕ йĕркелекен пайĕн начальникĕн çумĕ И. Иванова, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Степанов, “Красноармейскинчи тĕп больница” бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М. Григорьева, медицина ĕçĕн ветеранĕсем А. Клементьевапа Ю. Леонидова, ял хуçалăх производствин ветеранĕ Л. Архипов саламларĕç. Ялсенче пурăнакансен ячĕпе ял хуçалăх производствин ветеранĕ, нумай çул хушши Упири сĕт-çу фермин заведующийĕнче вăй хунă Ленин орденĕн кавалерĕ А. Иванова тата ĕçпе вăрçă ветеранĕ Н. Петров Чăваш Ен Пуçлăхне М. Игнатьева, районпа ял тăрăхĕн ертỹлĕхне, строительсемпе вĕсене ĕçре пулăшу кỹнĕ ял çыннисене тав туса сăмах каларĕç. Юрий Витальевич вара маттуррисен пĕр ушкăнне ял тăрăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Унтан — хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн — пурте пĕрле ФАП çуртне кĕчĕç. Кунта ăшă, таса та çутă, сывлăх хуралçисене вăй хума пур условисем те тивĕçеççĕ. Виçĕ ял халăхĕн сывлăхĕшĕн кунта малашне О. Николаева заведующипе И. Кузьмина санитарка вăй хурĕç. Эпир Ольга Леонидовнапа Ирина Леонидовнана йывăр, анчах çынсемшĕн пархатарлă та кирлĕ ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков калашле, чирлекенсем сахалтарах пулччăр! 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика