12 февраля 2013 г.
Савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç Шывпуç, Вăрманкас, Çĕньял Чуракасси ялĕсенче пурăнакансем Çĕлен çулталăкне. Хĕл сиввинче урамсене тухатăн та ял урамĕсем асфальтпа витнĕ евĕрех туйăнаççĕ. Паян ватă-вĕтĕ, яш-кĕрĕм юртан тасатнă яп-яка çул тăрăх çÿреççĕ.
Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать “Восток” ЯХП пуçлăхĕ В. Тимофеев. Вячеслав Васильевич хăех хăватлă трактор рулĕ умне ларса асăннă ялсенчи вун икĕ урама юртан тасатса-якатса тăрать. Кунсерен икĕ хутчен “хурçă ут” урамсем тăрăх тухать, çил-тăманлă вăхăтра çĕрлехи тапхăрта та вĕсенче трактор сасси илтĕнет. Тепĕр чухне çак ĕçе пурнăçлама вăл В. Федоров тракториста шанать.
Кăмăллă Чуракасси тăрăхĕнче пурăнакансем, уйрăмах ватăсем. Юр ашмасăр яп-яка çулпа тавар туянма лавккана та, ытти çĕре те çитме пулать халĕ.
Çĕнĕ çул эрнинче Çĕньял Чуракасси ялĕнче туй кĕрлерĕ. Савăнăçлă мероприятие çирĕм ытла çăмăл автомашинăпа килнĕ, вĕсене, пĕрин хыççăн теприне, çул тăрăх вырнаçтарса лартнă. “Сирĕн ял урамĕсене асфальт сарнă-им?” — теççĕ туй каччисем.
Лавкка умне пуçтарăннă халăх урамсене юртан тасатса чыслă ĕç тунă çынсене чĕререн тав тăвать. “Çулла пирĕн ял урамĕсем çатма çийĕ евĕр яп- яка та тап-таса пулинччĕ”, — теççĕ вĕсем. Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)