Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре “Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер” акци иртет

14 ноября 2014 г.

Ноябрĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 17-мĕшĕччен Чăваш Енре наркотике хирĕçле Пĕтĕм Раççейри “Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер” çулленхи акци иртет. Унăн йĕркелỹçисем — Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне хирĕç кĕрешекен федераллă службин Чăваш Енри Управленийĕ, Чăваш Республикин Прокуратури тата правăна сыхлакан ытти органсем. Акци наркотиксемпе психоактивлă ытти япаласен, çав шутрах туртмалли хутăшсен те, саккунсăр çаврăнăшне хирĕçлет. Наркотиксемпе саккунсăр усă курнă пирки калакан информацине шанăç телефонĕпе, СМСпа е электрон почтипе пĕлтерме пулать: Чăваш Ен Прокуратурине — 39-20-12 (ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18ччен), 62-48-49 (талăкĕпех). СМС-пĕлтерỹсем ямалли телефон — 8-937-013-93-41. Интернет сетьри электрон почтин адресĕ — prokur@capĕru. РФ наркотиксен çаврăнăшне хирĕç кĕрешекен федераллă службин Чăваш Енри Управленийĕ — (8352) 23-01-00; Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви — (8352) 24-16-55 е “02”. Унсăр пуçне Чăваш Енри хула-ялсенче наркотиксемпе усă курни тата вĕсене сутни çинчен калакан информацисене анонимлă майпа пухмалли ещĕксем вырнаçтараççĕ. Республика Прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта ку ещĕксене “Каскад” тата “МТВ-центр” суту-илỹ центрĕсенче, “Шупашкар” пасар территорийĕнче, республика Прокуратурин, хула администрацийĕн, юстици, Тĕп автовокзал çурчĕсенче, çавăн пекех “Салют” культура керменĕнче тата “Детский мир” лавкка çывăхĕнчи пĕлтерỹ хăми çинче вырнаçтарнă. Акци пынă вăхăтра вĕсене ытти çĕрте те вырнаçтарма пăхаççĕ. Акцине йĕркелекенсем республикăра пурăнакансене пĕрлехи нушапа çине тăрса кĕрешме чĕнсе калаççĕ. Ан манăр, сирĕн ачасен, тăвансен тата çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ те хăрушлăхра пулма пултараççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика