14 ноября 2014 г.
Умĕн калани: РФ Правительствин ларăвĕнче бюджетсен хушшинчи трансфертсен мелĕпе 3 млрд та 430 млн та 149 пин тенкĕлĕх грандсене ĕç тăвакан влаçăн вырăнсенчи органĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн эффективлăхне хакланине пăхса çĕршыври 20 субъект хушшинче валеçнĕ. Рейтинга туса хатĕрленĕ чухне чылай кăтартăва тĕпе хунă. РФ Правительстви хакланă тăрăх, Чăваш Ен пĕтĕмĕшле рейтингра 14-мĕш вырăна тивĕçнĕ, çавăншăн республика 165 млн та 59 пин тенкĕ гранд илĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура республика Министрсен Кабинечĕ тухăçлă ĕçшĕн илнĕ федераци укçине Шупашкарти микрорайонсенчен пĕринче ача сачĕ тума ярасси пирки пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунпа пĕрлех яллă районсенче ача-пăча учрежденийĕсем уçасси çине те тимлĕн пăхать. Хамăр район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков каланă тăрăх, Михаил Васильевич ку тĕллевпе Трак ене 2 млн тенкĕ субсиди уйăрса пулăшнă (сăмах май, эпир шăпах ку чыса тивĕçнĕ республикăри 8 районтан пĕрисем). Çавна май иртнĕ эрнере районти тата икĕ шкул çумĕнче шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнĕсем хăйсен алăкĕсене уçрĕç. 1. Шывпуçĕнче — “Солнышко” Кунти пуçламăш шкул — районта чи пĕчĕккисенчен пĕри. “Халĕ 11 ача çỹрет”, — пĕлтерчĕ пире З. Егорова директор. Зинаида Ильиничнăсăр пуçне вĕсене тата 3-ĕн вĕрентеççĕ: Т. Н. Гавриловапа Н. В. Хрусталева тата Л. П. Егорова. Кăçал шкул çуртне электричествăпа хутса ăшăтмалла тунă. Ку тĕллевпе икĕ электрокăмака туяннă, ăшă системине тĕпрен çĕнетнĕ, пỹлĕмсене юсанă, ача-пăча площадки тунă. Укçа-тенкĕ самаях расхутланă, ăна район бюджетĕнчен уйăрнă. Республикăри ача-пăча фончĕ те пулăшу кỹнĕ. Халĕ, ав, Шывпуçĕнче шкул çулĕчченхи ачасен “Солнышко” ушкăнĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çавна май кунта иртнĕ уява пепкесен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем те, пĕчĕккисем те куншăн çав тери хĕпĕртерĕç. Ара, халĕ ачасемшĕн пăшăрханма тивмĕ аслисене, вĕсене Л. П. Егорова воспитатель иккĕмĕш амăшĕ вырăнне пулса пăхса тăрĕ. Вунă ача пулĕ унăн хỹттинче. Çĕнелсе илемлетнĕ çурта пĕчĕккисемпе ашшĕ-амăшĕсем тата хăнасем хĕрлĕ хăю кассах кĕчĕç. Пỹлĕмсенче ăшă, таса та çутă, пĕчĕккисен канăвне йĕркелеме, пултарулăхне ỹстерме пур условисем те тивĕçеççĕ. Кĕçех пурте пĕрле шкулăн акт залне пухăнчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, Чăваш Республикин конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи А. Е. Егорова, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. В. Долгов, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ А. И. Васильев, вĕрентỹре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Д. Суховетрюк, ялти кану çурчĕн пултарулăх коллективĕ ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Шкула тата шкул çулĕчченхи ушкăна çỹрекенсем те парăмра юлмарĕç, аслисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Сăмах май, “Солнышко” ушкăн — ку ял тăрăхĕнчи иккĕмĕш ушкăн, пĕрремĕшĕ юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Алманчра уçăлнăччĕ. 2. Карайра — “Радуга” Кунти шкул çумĕнчи çак ушкăн валли çитĕннисем татах та пысăкрах парне хатĕрленĕ. Çĕрпỹ районĕнчи О. И. Степанов ертсе пыракан “Стройэффект” СК” ООО строителĕсем 5 уйăх хушшинчех калама çук пысăк ĕç тунă. Унăн калăпăшĕ чăннипех те сумлă: ушкăн вырнаçмалли çурт илемлĕхĕ çине пăхса тăранмалла мар. Условисем хулари ача сачĕсенчинчен пĕртте кая мар, тен, чаплăрах та. Ача-пăча площадки те пĕчĕккисене хăй патне йыхравлатех. Тавралла илемлĕ карта та тытса çавăрнă. Кунти ушкăн — 20 ача валли. “Апла пирĕн йыш ỹсет_ха”, — терĕ хăпартланса шкул директорĕ Р. И. Малинина. Римма Изосимовнана строительсен ертỹçи О. И. Степанов символла çăраççи пачĕ. Хĕрлĕ хăйăва касса акт залне кĕнĕ хыççăн Раççей Гимнĕ янăрарĕ. Савăнăçлă мероприятине Н. Н. Илларионовапа Р. Г. Порфирьева йĕркелесе пычĕç. “Карай ял тăрăхĕнче кăçал пысăк та ырă улшăнусем нумай пулса иртрĕç. Эсир, акă, район кунне уявлама йышăнас чыса тивĕçрĕр. Пĕрле парк, ача-пăча площадки, лавкка уçрăмăр. Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче районти ялсенчен чи малтан Карайра “Надежда” парикмахерски ĕçлеме тытăнчĕ. Халĕ тата шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнĕн алăкĕ уçăлчĕ. Ăнăçлă “ишев” пултăр ăна. Паллах, ял çыннисен активлăхĕ пысăк пулнине те палăртмасăр тăма çук. Мухтанма тивĕç эсир ырă та пархатарлă ку ĕçсемпе”, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков. Карайсене паллă пулăмпа — пĕчĕккисен “Радуга” ушкăнĕ уçăлнă ятпа çавăн пекех Чăваш Республикин конкурент политики тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи А. Е. Егорова, вĕрентỹре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Д. Суховетрюк, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов, “Карай ен” ушкăн (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. П. Алексеев), “Стройэффект” СК” ООО генеральнăй директорĕ О. И. Степанов, райпо канашĕн председателĕн çумĕ Л. Л. Бардасова, “ВОЛИТ” ООО генеральнăй директорĕн çумĕ В. И. Петров, “Караево” ООО тĕп бухгалтерĕ Е. Г. Серафимова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н. В. Григорьева, ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л. П. Алексеева, “Витязь” ООО директорĕ В. Н. Платонов, шкул директорĕн çумĕ И. Н. Кириллова, 9-мĕш классем пур кăмăлтан саламларĕç, парнесем кỹчĕç. Шкул директорĕ Р. И. Малинина шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнне уçма майсем туса панăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне М.В. Игнатьева тата район администрацийĕн пуçлăхне А. В. Шестакова ăшшăн тав турĕ, ку ĕçре хăйсене пулăшса пынисене тав хучĕсем пачĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Ю. Арсентьева тав сăмахĕ каларĕ. Н. Н. Илларионова воспитательпе ăна пулăшакан М. А. Фомина пепкесене юратса пăхма сăмах пачĕç. Вĕсем пĕчĕккисене ушкăн эмблемисене парнелерĕç. Уяв ку хутĕнче те, паллах, юрă-ташăсăр иртмерĕ. Çапла, савăнма Карайсен те сăлтавĕ пысăк пулчĕ. Хыççăн калани Ачасем — пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Ку, чăннипех те, çапла. Район центрĕпе хăш-пĕр ялсенче ача сачĕсем ĕçлени савăнтарать-ха. Юлашки вăхăтра вара шкулсем çумĕнче шкул çулĕчченхи ачасен ушкăнĕсем уçăлни те — çав тери паха пулăм. Пĕрремĕшĕнчен — ашшĕ-амăшĕсен пепкисемшĕн пăшăрханма тивмĕ, иккĕмĕшĕнчен — çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Ачасене садике вырнаçтарас ыйту татăласси çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев пĕлтерни апла кĕçех чăнлăхпа килĕшсе тăма пуçлĕ. Ку, паллах, чи малтан ашшĕ-амăшне савăнăç кỹрĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)