Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — Трак енре

07 ноября 2014 г.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — Трак енре

Чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, пирĕн районта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Красноармейскинчи ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе методика центрĕнче, калăпăр, çавна май савăнăçлă лару пулчĕ. Унта хутшăннисем малтанах Раççей историйĕнчи паллă çак куна сăнлакан видеофильм пăхрĕç. “Ку уява эпир 2005 çултанпа паллă тума тытăнтăмăр. Пирĕн пĕр-пĕрне ялан хисеплемелле”, — палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, пухăннисене Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ праçник ячĕпе саламласа ыр суннă май. Раççей Гимнĕ мăнаçлăн янăранă хыççăн Красноармейскисене çавăн пекех Чăваш Республикин конкурент политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи А. Егорова (Альбина Егоровна нумай нациллĕ чăваш халăхне те “пăрлă” çумăр та хăратайманнине, Пĕтĕм тĕнчери “Раççей — спорт çĕр-шывĕ” спорт форумĕ Шупашкарта ĕçлени мăнаçлантарнине, ялан пĕрлĕх пулмаллине каларĕ), “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи, “Алком” обществăн генеральнăй директорĕ А. Львов, “Трак ен” ентешлĕх членĕ, уçă йышши “Сенкер” акционер обществин генеральнăй директорĕ В. Николаев, республикăри сĕтел çи теннис федерацийĕн президенчĕ М. Малов тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов саламларĕç, мирпе ырăлăх, палăртнисене пурнăçа кĕртме сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Н. Филиппова йĕркелесе пынă мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленчĕ. Унта тăван Раççейпе республика çинчен хывнă юрăсем шăранчĕç. Вĕсене районти ветерансен хорĕ тата ачасем юрларĕç. Фойере вара Раççей историйĕпе унăн паллă çыннисем çинчен каласа паракан кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Çав кунах Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕнче сĕтел çи теннисла выляса хамăр ентешĕн — “Сенкер” УАО генеральнăй директорĕн В. С. Николаевăн парнисене тивĕçессишĕн виççĕмĕш турнир иртрĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика