06 февраля 2013 г.
Çур ӗмӗр сцена çинче
Чаршав уçăлчĕ те сцена çине Красноармейски ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕнчи Н.Никоноров ертсе пыракан «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Чăваш халăх юрри-ташшине кăмăллакан çирĕме яхăн çын пĕр коллектива чăмăртаннă. Сассисем уçă, тумĕсем капăр. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ тăван халăха пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Ушкăн йĕркеленнĕренпех юрă-ташă ытамĕнче Ольга Афанасьевнăпа Лев Григорьевич Григорьевсем. Кил хуçи Вутланта, мăшăрĕ Нимĕчкассинче çуралнă. Иккĕшĕ те Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Çавăн чухне паллашнă та. Туслăх юратăва куçнă. Пĕрлех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ: Лев Григорьевича хамăр районти Алманч, Ольга Афанасьевнăна вара кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек шкулĕсене ĕçлеме янă. Шăпах ун чухне çемье тĕвĕленĕ вĕсем. Пурнăç шăпи çамрăк педагогсене каярахпа район центрне илсе çитернĕ. Лев Григорьевич пĕр вăхăт райпо канашĕн председателĕн çумĕнче, пионерсен çурчĕн директорĕнче, вĕрентÿ пайĕнче вăй хунă. Чылай çул çамрăк ăрăва вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕ, Ольга Афанасьевна вара - хими предметне. Вăл - Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.
Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕн ĕç стажĕ - 53, мăшăрĕн 36 çул. Лев Григорьевич тăххăрмĕш çул ĕнтĕ педагог-ветерансен районти канашĕн ертÿçи. ЧР Вĕрентÿ министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн, Чăваш наци конгресĕн грамотисене тивĕçнĕ.
Унăн чунне чи çывăххи - юрă-ташă тĕнчи. Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ çапла. Ача чухнех пултарулăх çулне такăрлама тытăннă мар-и? Вутлан клубĕн заведующийĕ Сидор Алексеев хавхалантарнипе концертсене хутшăннă. Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне тата Константин Архипов композитор йĕркеленĕ хора çÿренĕ. Институт хорĕнче юрлани, театр-студире пултарулăха туптани... Пĕртте юрламасăр-ташламасăр пурăнман.
Маларах палăртрăм ĕнтĕ: Григорьевсем 20 çул ытла «Трак ен» халăх фольклор ушкăнне çÿреççĕ. Мĕн йĕркеленнĕренпех унта юрлаççĕ-ташлаççĕ. Ку ушкăна юлашки çулсенче ентеш - Çĕньял Чуракассинче ÿснĕ Николай Никоноров композитор-юрăçă ăнăçлă ертсе пырать. Ăçта кăна çитсе пултарулăхне кăтартман-ши вĕсем? Тюмень облаçĕнче çеç виçĕ хутчен пулнă. Мари Элти Морки районĕнче, Тутарстанри Кăнна Кушки ялĕнче, Чул хула облаçĕнчи Городец хулинче пурăнакансене, «Вега» санаторире канакансене, хамăр республикăри чылай район çыннисене те пултарулăхĕпе савăнтарнă.
«Чăваш халăх, хамăр тăрăхри композиторсен юррисене шăрантарма кăмăллатăп. Ташлама юрататăп. Чун-чĕре хĕрÿлĕхпе тулать çав самантсенче», - тет Лев Григорьевич. Ахальтен мар-тăр ăна 1993 çулта районти Нестер Янкас ячĕллĕ премие панă.
Икĕ хĕр ÿстернĕ туслă та телейлĕ мăшăр. Хăйсем пекех тарават та ĕçчен. Татьяна ашшĕ çулĕпе кайнă, Красноармейскинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Наталья - ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕн директорĕн çумĕ. Виçĕ мăнук Григорьевсен. Дима - Хусанти химипе технологи университечĕн 4-мĕш курс студенчĕ, Аньăпа Настя вара шкула çÿреççĕ.Источник: "Хыпар"