Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Модельлĕ иккĕмĕш культура учрежденийĕ уçăлнă

11 января 2013 г.

ЧР Президенчĕн 2007 çулхи “Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” 97-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, Алманчра модельлĕ клуб уçнă.

Ку статуса 2012 çулта республикăри 18 культура учрежденийĕ тивĕçнĕ, çав шутра Алманчри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕ те. Вĕсене пурне те сцена тумтирĕ, сасă вăйлатмалли, çутă, видеопроекци оборудованийĕ, музыка произведенийĕсене профессиллĕ аранжировка тумалли лицензиллĕ программăсемлĕ компьютер уйăрса параççĕ.

Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн представителĕ И. С. Татур хутшăннă. Хăна хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерни çинчен калакан свидетельствăна центр директорне Л. П. Егорована панă. Людмила Петровна халăх пултарулăхне аталантарма çĕнĕ вăй-халпа кÿлĕнессине пĕлтернĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. В. Долгов ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине пулăшушăн тав тунă. Унтан уява пуçтарăннă ял çыннисем хут купăсçăсен “Хавал” ансамблĕн, ачасен “Барбарики” ташă коллективĕн, “Кăйкăр” фольклор ансамблĕн тата культурăпа вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕн пултарулăх ушкăнĕн концертне пăхса савăннă.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика