Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алманчсен те ыйтусем чылай

24 октября 2012 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннă пирĕн ушкăн (унта райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ М. Голубев, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н. Васильев, райадминистрацин финанс пайĕн заведующийĕн çумĕ Л. Владимирова, райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Г. Матвеев тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Алманч ял тăрăхĕнче пулчĕ.
Алманчсен те ыйтусемН. И. Васильева Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорне кăçалхи май уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Унччен вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулса тăрăшнă. Çавăнпа та вăл вырăнти лару-тăрăва аван чухлать, тăван чĕлхепе лайăх калаçать, Трак енри ертÿçĕсенчен нумайăшне пĕлет. Алманч енне çул тытнă май вăл автомашина салонĕнче хăй ертсе пыракан аслă шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, информаци кунне хутшăнакансенчен Трак енри лару-тăру пирки ыйтса пĕлчĕ.
Эпир вырăна çитнĕ чухне Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов шăпах активпа черетлĕ канашлу ирттеретчĕ. Хĕле кĕрес умĕн ыйтусем тупăнсах пыраççĕ.
Каярах пухăннисем умĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе Н. Васильев тухса калаçрĕ. “Çĕр — пирĕн пуянлăх, апла пулин те ун тавра çĕклекен ыйтусем питех те нумай, — терĕ Николай Васильевич. — Ахальтен мар Раççей Президенчĕ В. Путин сĕннипе вĕсене ятарласа çĕр-шыв шайĕнчи патшалăх канашĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Паян кирек хăш ял тăрăхĕнчи уй-хире тухса курсассăн та çум курăк ешерекен лаптăксене асăрхатăн. Мĕншĕн? Сăлтавĕ пĕрре: хуçи çук. Акă Алманч ял тăрăхĕнче те мĕн пур çĕрсен 32 процентне кăна тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе харпăрлăх çине куçарнă. Çавăнпа çак сăлтавсене пулах чылай чухне инвесторсем те пирĕнпе çыхăну тытма иккĕленсе тăраççĕ. Паян ял тăрăхĕн кашни специалисчĕ кунти çĕрсем пирки тулли информаци пама тивĕç: çĕр харпăрлăхра е ăна арендăна панă, вăл ял хуçалăх предприятийĕн е муниципалитетăн?” Н. Васильев хăйĕн сăмахне вун-вун тĕслĕхпе çирĕплетрĕ.
Шупашкар хăни хăйĕн сăмахĕнче кунпа пĕрлех çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас çĕрте патшалăх пулăшăвĕ тата республикăра тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ парас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл çавăн пекех пухăннисене хăй ертсе пыракан аслă шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. “Паян Чăваш ял хуçалăх академийĕн тĕрлĕ факультечĕсенче Трак енри 58 каччăпа хĕр пĕлÿ илет”, — терĕ Н. Васильев.
М. Голубев, Л. Владимирова, Г. Матвеев хăйсем тăрăшакан тытăмри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.
Ыйтусем те чылай пулчĕç. Акă Çĕньял Чуракасси ял старости Л. Федорова ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ специалистсен ялсене таврăнсан хăйсен специальноçĕсемпе ĕç вырăнĕ тупма пултараслăхĕ, аслă шкулта вĕренÿпе практикăна еплерех çыхăнтарни, студентсен стипендийĕн виçи пирки ыйтса пĕлчĕ. А. Владимирова вара хамăр районти Шывпуç çулне Канаш районĕнчи Шуркасси ялĕпе çыхăнтарасси шутлаттарать. “Вăл 4, 5 километр пулать, ăна ĕçе кĕртни республикăшăн экономика енчен питех те тупăшлă та усламлă”, — тет вăл. Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов вара “Чувашэнерго” представителĕсем тивĕçлĕ хурав паманни ялсенчи тĕп урамсене асфальт витес çĕрте проект тума чăрмантарни пирки пĕлтерет. Вăрманкас ял старости П. Яковлев та хăйне хумхантаракан ыйту çине хурав тупрĕ.
Çакăн евĕр тĕл пулу Алманч вăтам шкулĕнче те иртрĕ. Унти педагогсем паян ял çыннине хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç (çĕр, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсемпе пахча çимĕçĕн йÿнĕ хакĕсем, çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕпе тивĕçтересси), вĕсем çине тивĕçлĕ хурав илчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика