19 июня 2012 г.
Алманчри йăлана кĕнĕ ярмарккăна кăçал “Энигма” ташă коллективĕ бал ташшипе уçрĕ.
Уява пуçтарăннисене Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков, хупă йышши “ТУС” акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕ А. Матвеев ăшшăн саламларĕç, ырă сывлăхпа ăнăçусем сунчĕç.
Пĕрлештернĕ хор Алманч ял тăрăхĕн гимнне юрланă май малта пыракан Е. Иванова выльăх пăхакан ял тăрăхĕн ялавне çĕклерĕ.
Ял тăрăхĕн территорийĕнчи хуçалăхсен ертÿçисем çĕр ĕçченĕсене çур аки ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа саламласа тав турĕç, хастар ĕçпе палăрнисене хаклă парнесем пачĕç.
Ял çыннисем умĕнче хăйсен пултарулăхне “Кăйкăр” фольклор ансамблĕ, “Энигма” ташă коллективĕ, Алманчпа Шывпуç шкулĕсенче вĕренекенсем кăтартрĕç. Ял тăрăхĕн культура бюджет учрежденийĕ кăçал культура учрежденийĕсене модернизацилемешкĕн 500 пин тенкĕлĕх Чăваш Республикин грантне тивĕçлине те палăртма кăмăллă.
Ярмарккăра П. Яковлев тренер йĕркелесе пынипе çамрăк боксерсем кăтартуллă вăйăсем кăтартнă, шашка-шахмат ăмăртăвĕсем, мини-футбол турнирĕ иртнĕ.
Суту-илÿ точкисем ĕçленĕ, апат-çимĕç ăстисем шашлăк пĕçернĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)