22 мая 2012 г.
Пирĕн информаци ушкăнĕ (йыша районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. Киселев, “Красноармейское” техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă унитари предприятийĕн ертÿçи З. Тарасова, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Красноармейски районĕнчи халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр директорĕ В. Иванова тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Алманч ял тăрăхĕнче пулчĕ.
Çулталăкăн пилĕк уйăхĕ хыçа юлать. Ку таранччен Алманч ял тăрăхĕнче палăртнă ĕçсенчен чылайăшне тума ĕлкĕрнĕ. Анчах çăва тухнă май пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ татах пысăкланать. Ялсенче тирпей-илем, пушар хăрушсăрлăхĕн, ял тăрăхĕнче çĕр ыйтăвĕсемпе маллалла ĕçлемелле, Çимĕк çывхарнă май масарсенче йĕрке тумалла. Шăпах вĕсене сÿтсе яврĕç те ял старостисемпе актив çав кун.
Ун хыççăн пухăннисем умĕнче ушкăн членĕсем информаци кунĕн темипе тухса калаçрĕç. Чи малтан Л. Киселев сăмах илчĕ. “Кĕçех ачасем чылайранпа кĕтнĕ вăхăт — çуллахи каникул кунĕсем пуçланаççĕ, — терĕ Леонид Аркадьевич. — Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ ку ыйтупа ятарлă йышăну, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи вара приказ кăларчĕç”. Иртнĕ çул Чăваш Енри ачасен канăвне йĕркелеме республика бюджетĕнчен 290 миллион тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал вара 301 миллион тенкĕ уйăрма пăхаççĕ.
Çуллахи кунсенче районти шкулсем çумĕнче лагерьсем ĕçлемелле. Трак енри 9 шкул çумĕнчи лагерьсенче 226 ача канмалла. Смена 21 куна тăсăлмалла, вĕсенче ĕçпе кану юнашар пулмалла. Бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе кунне пĕр ачана апатланма 65 тенкĕрен сахал мар укçа уйăрмалла. Алманчри вăтам шкул çумĕнчи лагерьте пĕр ушкăна 17 ачана йышăнма пăхаççĕ. Кунсăр пуçне çичĕ шкулта профильлĕ лагерьсем (спорт, экологи) ĕçлемелле. 149 яшпа хĕр вун икĕ кун хушши хăйсен сывлăхне çирĕплетмелле. ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви урлă Трак тата Красноармейскинчи вăтам шкулсем çумĕнче 100 ача валли (4 смена, 15 çулчченхисем) лагерьсем уçăлмалла. Ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” хысна учрежденийĕпе пĕрле ĕçпе сывлăх лагерĕсем уçма пăхаççĕ. Малтанлăха çакăн йышши лагерьсене 12 шкул çумĕнче йĕркелеме палăртнă, унта 315 ача вăхăтлăх ĕç тупмалла. Иртнĕ çул район тулашĕнчи лагерьсенче 48 ача каннă. Кăçал Çĕрпÿ, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсен территорийĕсенче вырнаçнă лагерьсенче канма 100 путевка ытла уйăрма пăхнă. “Пирĕн центр урлă та путевкăсем туянма пулать, — терĕ Вера Васильевна. — Тата 28 заявлени йышăнма май пур. Эпир чи малтан инвалид-ачасене, тăлăхсене, тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасене путевкăпа тивĕçтерме тăрăшатпăр”. “Ачасен канăвне йĕркеленĕ чухне хăрушсăрлăх техникине пăхăнасси чи малти вырăна тухса тăрать, — терĕ сăмах илсе Красноармейскинчи ДЮСШ тренер-преподавателĕ, Вăрманкас ял старости П. Яковлев. — Пирĕн ял тăрăхĕнче 12 кÿлĕ. Вĕсенчен чылайăшне çу кунĕсенче шыва кĕме хатĕрлесе çитермелле. Ачасене ишме вĕрентесси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать”. Шывпуçĕнчи кану центрĕн методисчĕ Л. Егорова “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме хĕрарăмсен ĕç стажĕн çулĕпе интересленчĕ.
Леонид Аркадьевич социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн Трак енри 400 ытла ватă “ЧР ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверени илнĕ. Çак тапхăрта 125 вăрçă ветеранĕпе тăлăх салтак арăмĕ хваттер ыйтăвне лайăхлатма пултарнă. Çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн кăçалхи тăватă уйăхра 7 ача амăшне 100-шер пин тенкĕ илме сертификат панă.
Юлашкинчен З. Тарасова та хăй ертсе пыракан предприятин ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннисем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)