Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водительте — 40 çул

22 мая 2012 г.

Водительте — 40 çул

Алманч тăрăхĕнче ятлă-сумлă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Я. Афанасьев. Хастар ĕçпе тивĕçнĕ вăл ырă ята. Нихăçан та ÿркенсе-туса тăман: пуçлăхсем хушнă ĕçе ялан вăхăтра тата тирпейлĕ пурнăçланă, пурнăçлать те. Яков çарта та водитель пулнă. Унтан таврăнсан, тăван ялтах тĕпленме тĕв тунă. Халĕ — тивĕçлĕ канура-ха. Апла пулсан та, руле алăра çирĕп тытать.

Ытти çулхи евĕрех, кăçалхи çур акине те хастар кÿлĕнчĕ Я. Афанасьев, “Гигант” ЯХПК водителĕ. Автомашини çĕнех мар пулсан та, ăна типтерлĕ тытать. Уйри агрегатсем патне вăрлăх турттарать.

Майăн 14-мĕшĕнче, сăмах май, вăл тăван хуçалăхра водительте вăй хума тытăннăранпа 40 çул çитрĕ. Çав ятпа та саламлатпăр ăна. Яланах такăр çул пултăр сирĕн!

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика