16 мая 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата сбществăлла инфратытăм управленийĕн тĕп специалист эксперчĕпе (агрономĕпе) В. Васильевпа пĕрле районти хăш-пĕр хуçалăхсенче пултăмăр.
Малтанах В. Тимофеев хресчен фермер хуçалăхне çитрĕмĕр. Çуртрисене кунта В. Федоровпа В. Владимиров трактористсем 200-е яхăн гектар акнçччĕ. Хăйсемех каçхине çĕр хатĕрлеççĕ. В. Тимофеев ертÿçĕ те трактор рулĕ умне ларать.
“Гигант” ЯХПКра çак кун çĕр улми лартассине вĕçлесе пыратчĕç. Алманчсене янмурçинчем пулăшаççĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” CRIMME GL 34 T сажалкăпа А. Никитин лартать. Ăна вăрлăха тăпрана варăнтармалла В. Яковлев пулăшу кÿрет. Вăрлăхпа вара хуçалăхра 40 çул водительте тимлекен Я. Афанасьев тивĕçтерет. П. Петровпа С. Герасимов çĕр хатĕрлеççĕ. Майăн 12-мĕшĕнчех çĕр улми лартакансем патĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шетсаков та пулса курчĕ, ĕç çири лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ю. Петров ертÿçĕ каланă тăрăх, “иккĕмĕш çăкăра” хуçалăхра 15 гектар йышăнать Ĕ А. Васильев агроном çуртрисем 510 гектар йышăнасса пĕлтерчĕ, 200 гектар çине тулă акса хăварнă та ĕнтĕ. Черетре — урпа (вăл 300 гектар пулĕ) тата сĕлĕпе вика хутăшĕ (10 гектар). Ака ĕçĕсенче Л. Федоров, Н. Степанов, П. Петров агрегачĕсем палăртаççĕ.
Алманчсем, çав шутра “Гигант” ООО ертÿçĕ Ю. Александров та, кăçал çĕр пĕр евĕр пиçсе пыманнипе, çакă çур акире йывăрлăхсем кăларса тăратнине пĕлтерчĕç. “Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пиçнĕ лаптăксене суйла-суйла 120 гектар акрăмăр-ха. Паян акă çĕр тачкаран уя тухаймарăмăр. Техника юсавлах, ĕç вăйĕ, вăрлăх тивĕçеççĕ. Çĕр пулсанах ака ĕçĕсене малалла тăсатпăр”, терĕ Юрий Владимирович.
Еншик Чуллă тăрăхĕнчи В. Васильев хресчен фермер хуçалăхĕнче те çав кун çĕр улми лартатчĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)