03 мая 2012 г.
Çак куна тĕнчери 100 ытла çĕр-шывра паллă тăваççĕ. 1996 çултан пуçласа Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ çак куна ĕçре вилнисене тата сусăрланнисене асăнса паллă тума йышăннă. Çавăнпах апрелĕн 28-мĕшĕ — уяв кунĕ мар, хурлăхлă асăну кунĕ. Çак куна паллă туса Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ ĕçе сыхлас ыйту çине тарăнрах пăхма, ĕç условийĕсене май çитнĕ таран лайăхлатма, ĕçлекен çын çинчен тимлĕрех шутлама, ĕçре вилессине тата сусăрланассине чакармалли ыйтусем çине çивĕчрех пăхма чĕнсе калать.
Пĕтĕм тĕнчипе çулсерен 2 миллиона яхăн çын ĕç вырăнĕнче тата професси чирĕсемпе чирлесе вилеççĕ, çав шутра 22 пинĕшĕ — ачасем. Унсăр пуçне 270 миллиона яхăн çыннăн ĕçре сусăрланнă тĕслĕхсем пулаççĕ, 160 миллионăнне професси чирĕсем тупса палăртаççĕ.
Раççейре Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне 2003 çултанпа паллă тăваççĕ. Пирĕн çĕр-шывра та çакăн пек ыйтусем çук мар. Çулсерен Раççейре 5 пин çын ĕçре вилет, 12 пинĕшĕ — йывăррăн, 75 пинĕшĕ çăмăллăн сусăрланаççĕ, ĕçлекен 8 пин çыннăн професси чирне тупса палăртаççĕ. 3 миллион çурă ытла çын йывăр условисенче ĕçлет, 180 пин çын ĕçре сусăрланнă хыççăн вăхăтсăр пенсине тухать.
Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕçре 19 çын вилнĕ (2010 çулта — 23), 77-ĕн йывăр сусăрланнă, 69 çыннăн професси чирне тупса палăртнă. Çакна та каласа хăвармалла: пирĕн районта та иртнĕ çул ĕç вырăнĕнче йывăр сусăрланнă икĕ тĕслĕх пулчĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)