10 апреля 2012 г.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕн регистраци залĕнче Трак енри нумай ачаллă амăшĕсене чысланă.
Нумаях пулмасть уçăлнă районти ЗАГС пайне тăватă е ытларах та ача çуратса тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани панă тÿсĕмлĕ те хастар, ăслă амăшĕсем пухăннă. Вĕсем валли Красноармейскинчи ял тăрăхĕсен хушшинчи информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем интереслĕ уяв программи хатĕрленĕ. Чыславра кашни амăшех хăйĕн пепкисене ÿстерсе пĕлÿпе воспитани панă çĕрти савăнăçĕпе хуйхи-суйхи, тÿссе ирттернисемпе йывăрлăхсем çинчен каласа пачĕ, ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пирки савăнса пĕлтерчĕ.
Пухăннисем Нина Ивановна Никитинан калаçăвне тимлĕн итлерĕç. Вĕсем мăшăрĕпе Валентин Михайлович Никитинпа (шел, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) 11 ача çитĕнтерсе воспитани панă. Ахальтен мар Нина Ивановнан кăкăрне “Ача амăшĕн мухтавĕн” медалĕпе 2 тата 3-мĕш степеньлĕ орден чыс кÿреççĕ.
Красноармейски ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ В. Антонова çемье пысăк вăй пулнине, ĕлĕкрех амăшĕсем йышлă ача çуратса ÿстерсе чăн-чăн амăшĕн тивĕçне пурнăçланине палăртрĕ.
Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Р. Гаврилова йышлă çемьере кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илсе çитĕннине асăнчĕ.
Чыславра çавăн пекех райадминистраци пуçлăхĕ А. Шестаков, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. Петрова, райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертÿçи Е. Павлова, райпо совечĕн председателĕ А. Дмитриева, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн тата “Пенсионерсен пĕрлĕхĕн” Красноармейскинчи уйрăмĕн председателĕсем Г. Ефимовпа А. Никитин сăмах илчĕç, амăшĕсен ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)