10 апреля 2012 г.
Юлашки çулсенче Алманч ял тăрăхĕнче обществăлла çуртсем çĕклемен тесен те тĕрĕс пулĕ. Пурăнма лайăх тетпĕр пулин те, иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенче туса лартнă çурт-йĕрсем арканса пыраççĕ. Вĕсене юсаса çĕнетес тесе никамах та тăрăшмасть.
Акă пирĕн ялта, Нимĕчкассинче, пухусем ирттерме çурт çук. Хĕллехи сивĕ кунсенче эпир халăхпа фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕл пулса калаçатпăр. Нарăс уйăхĕнче те икĕ ял халăхĕ пухăва унта пуçтарăнчĕ. Зала мар, чирлĕ çынсене йышăнмалли пÿлĕме. Райадминистраци представителĕсем те пулчĕç. Юлашкинчен Шывпуçĕнчи кану центрĕ çумĕнчи агитбригада хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, пирĕн кăмăлсене уçрĕ.
Темиçе сăмах ФАП çурчĕ пирки. 1990 çулта, хам пенсире пулин те, çав щитлă çурта турттарса килес тесе ăçта кăна çитмерĕм-ши? Пĕтĕмпех хам çине яваплăх илсе (бригадир та, хуралçă та çук) щитлă çурта çĕклесе лартма пултартăмăр. 4 пÿлĕмлĕ, зал, кухня пур. Кочегаркине хĕрлĕ кирпĕчрен купаларăмăр, кăмакапа плита лартрăмăр, ăшă системине вырнаçтартăмăр (унта 36 витре шыв кĕретчĕ). Малтанхи икĕ çулĕнче унта хам вутă хутса пурăнтăм. Ăна хута ярсан малтанхи вăхăтра кунта ача сачĕ пулчĕ. Виçĕ ача шкула кайиччен унтах пурăнчĕ. Ăшă пулатчĕ. Паянхи кун 1—2 сехетре ăшă тăвасшăн. Тухса пăхасчĕ сирĕн кочегар пÿлĕмне — кантăк вырăнне пысăк шифер листи тăратса янă, кăмака йăтăнса аннă, алăкĕ хупăнмасть, мăрьене курасчĕ тата.
1995 çулта Римма Аврамована тав сăмахĕ каларăмăр, мĕншĕн тесен вăл ватăсене пенси укçи пама клуба пухнă пулнă. Çав вăхăтра медпункт электропроводкăн кĕске замыканийĕ пирки çунма пуçланă, çакна пенсионерсем çийĕнчех асăрханипе çеç çурта çăлса хăвартăмăр. Унсăрăн кĕл купи пулатчĕ. Пÿлĕм виçĕ çул хуп-хура ларчĕ. Çав çул чирлисене залра йышăнма пуçланă, кашни пÿлĕмĕн алăкĕсене хупса лартнă. Кăнтăрла та электричество çути çуннă. Эпĕ кунти ĕçченсене çапла тума юраманнине ăнлантартăм.
Красноармейски больницин тĕп врачĕнче В. Окликов ĕçленĕ чухне пирĕн ялти фельдшерпа акушер пунктне хупма списока кĕртнĕ пулнă. Çакна пĕлсен эпĕ тĕрлĕ çĕре çырупа тухрăм. Усси пулчĕ, ФАПа хупма памарăмăр. Çав вăхăтрах Трак енри хăш-пĕр ялсенчи медпунктсем хупăнчĕç. Вĕсенче пурăнакан çынсем паян кун та тĕрлĕ пухусенче ФАПсене çĕнĕрен уçас ыйтăва çĕклеççĕ.
2008 çулта ФАП валли, вăхăт таппипе килĕшÿллĕн, лицензи илмелле терĕç. Ку хутĕнче те халăхран укçа пухрăм. Требованипе килĕшÿллĕн медпунктра мĕн-мĕн кирлине хăш-пĕр çынсем хăйсенне пырса пачĕç. Эпĕ те витре, урай йĕпе чухне тăхăнса ларма икĕ мăшăр кивĕрех тапочки сĕнтĕм. Анчах укçа пуçтарни те, япаласем пухни те уйрăм çынсене вуçех килĕшмен имĕш.
Ытти ялсенчи медпунктсем умĕнче еплерех хитре чечексем куçа илĕртеççĕ, пирĕн вара унта йывăçсем лартни вунă çул ытла пуль, çĕрне çерем пусса илнĕ.
2009 çулта хамах сулăм укçи пуçтартăм, 9050 тенкĕ пухăнчĕ. ФАПри мăрьене çĕнетес тĕллев пурччĕ. “Пире çут çанталăк газĕ кĕртсе параççĕ, укçа кирлĕ мар”, — терĕç кунта вăй хуракансем. Анчах çав-çавах 750 тенкĕ патăм. Кăмакаран тĕтĕм тухакан тăрпа вунă çул ытла тайăлса кайса выртрĕ. “Ку çуртра çын пурăнмасть-им?” — тетчĕç килен-каянсем.
2010 çулхи апрель уйăхĕнче ман ĕçе хакласа “Единая Россия” политика партийĕн тав çырăвĕпе парнине — алла çыхмалли сехет пачĕç. Тепĕр çулхине вара районти Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче “Чи лайăх ял старости” пулнине ĕнентерекен хисеп грамотине тивĕçрĕм.
Иртнĕ пухура ял старости пулма манăн кандидатурăна сĕнчĕç, ку хутĕнче вара килĕшмерĕм.