19 марта 2012 г.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчи каçхине, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ырă йăлапа “Чăваш пики-2012” конкурс пулчĕ.
Район шайĕнче иртнĕскере пурĕ 11-ĕн хутшăнма кăмăл турĕç. Конкурса йĕркелесе пынă Наталья Ершовапа Виталий Леонтьев йыхравланă хыççăн сцена çине çаксем тухрĕç: Алла Григорьева, Галина Савельева (Упи ял тăрăхĕ), Ксюша Алексеева (Чатукасси), Оксана Прохорова, Лилия Ильина (Карай), Анастасия Никифорова (Красноармейски ял тăрăхĕ), Екатерина Никитина, Кристина Иванова, Лилия Михайлова (Пикшик), Елена Николаева (Еншик Чуллă) тата Анастасия Васильева (Алманч ял тăрăхĕ). Çулĕсемпе пурте çамрăк-ха вĕсем, сăн-питрен те, чунĕсемпе те илемлĕ. Чăваш тумĕллĕ пикесене конкурсра ăнăçлă тупăшма район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков тата "Чăваш пики-2011" республикăри конкурсăн "Ăс пике" номинацийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă Марина Степанова вăй-хăват сунчĕç. Хĕрсен ăсталăхне, тирпейлĕхне, ĕçченлĕхне, илеме туйма-ăнлантарма пĕлнине район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Голубев ертсе пыракан жюри (унта çавăн пекех ачасен пултарулăхĕн районти çурчĕн методисчĕ А. Ефимова, район администрацийĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ М. Евграфова, Марина Степанова студентка тата “Орифлейм” компани менеджерĕ М. В. Ефремова кĕчĕç) хак пачĕ. Пикесем вара “Паллашу”, “Ыйту-хурав”, “Пултарулăх”, “Тутлă апат-çимĕç” тата “Дефиле” конкурссенче вăй виçрĕç. Сăмах май, “Ыйту-хурав” конкурсра çакăн пек ыйту та пулчĕ: “Район хаçачĕн ячĕ мĕнле? Вăл хăçан тухма пуçланă? Унăн хальхи тĕп редакторĕ кам?”. Тĕрĕс хуравсем пачĕç хĕр-упраçсем.
Кирек епле конкурсăн та вĕçĕ те, çĕнтерÿçисем те пурах. Жюри председателĕ М. Голубев çапла пĕлтерчĕ: “Чăваш пики-2012” районти конкурс çĕнтерÿçи — Елена Николаева студентка! “Вице-Чăваш пики-2012” вара — Красноармейски вăтам шку-лĕн 10-мĕш “б” класс вĕренекенĕ Анастасия Никифорова!” Ыттисем те тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерчĕç. Уйрăммăн çакна асăнса хăварас килет: Анастасия Никифорова ав хăйне сцена çинче питĕ маттур тытрĕ, пĕртте çухалса каймарĕ конкурссем вăхăтĕнче, чăваш, вырăс, француз тата акăлчан чĕлхисемпе юрласа та кăтартрĕ. Ыт ахальтен мар “Орифлейм” компани менеджерĕ М. Ефремова ăна ятран сумлă парне кÿчĕ.
Фойере çав хушăрах ачасем ăсталанă теттесен куравĕ ĕçлерĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)