24 февраля 2012 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче иртнĕ брифингра сÿтсе явнă тĕп ыйтусем — 2012 çулта амăшĕн капиталĕн, ĕçлемен пенсионерсен федерацин социаллă хушма тÿлевĕн тата вилнĕ çынна пытарма паракан пособи виçисене ÿстересси, ĕçпе тивĕçтерекенсем хывакан страховани взносĕсен тарифĕсене пĕчĕклетесси, уйрăм предпринимательсем тĕлĕшпе отчетлăха пăрахăçласси, пенси валли пухăннă укçана утă уйăхĕнчен тÿлеме тытăнасси тата ытти те.
Ĕçлемен пенсионерсен федерацин социаллă хушма тÿлевĕн виçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿстернĕ. Çакă Чăваш Республикинче 2012 çулта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 4818 тенке çитернипе çыхăннă. Кăрлачри пенсипе пĕрле ăна 29 пин ытла ватă çын тивĕçет. Патшалăхăн асăннă пулăшăвĕ вăтамран 400 тенкĕ ÿссе 1200-пе танлашнă.
Социаллă тÿлеве Чăваш Енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (4818 тенкĕ) сахалрах тупăшлă ĕçлемен пенсионерсене параççĕ. Тупăш шутне пенси, федерацин тата регионăн уйăхри укçа тÿлевĕсем (телефонпа усă курнăшăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшă-вĕшĕн паракан компенсаци те) кĕреççĕ. Социаллă тÿлев шайĕ пенсионерăн пурăнма кирлĕ виçипе тупăшĕ хушшинчи уйрăмлăхпа танлашать. Халĕччен тупăш пысăкрах пулнипе асăннă тупăшăва маларах пăрахăçланă 572 гражданин ăна ыйтса çырмасăрах тепĕр хут тивĕçрĕ, ĕçлемен 29 пенсионер вара заявлени панипе пуçласа илме тытăнĕ.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн виçине 6 процент индексацилесе 387640 тенке çитернĕ. Саккун вăя кĕнĕренпе капитал сертификатне 500 çемье илнĕ. Унăн укçипе пĕтĕмпех е пĕр пайĕпе 159-шĕ 53 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Тĕпрен илсен, чылайăшĕ ăна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма янă. Патшалăх пулăшăвĕпе пурăнмалли çурт тума (реконструкцилеме) тата унпа çыхăннă тăкаксене саплаштарма ирĕк пани ял çыннисемшĕн уйрăмах меллĕ пулчĕ — çакăн пирки 61 çемье заявлени çырнă. 44 çемье капитала çурт-йĕр туянма хывнă. Ачасене вĕрентес тĕллевлисенчен 7 çынран (28 пин тенкĕлĕх) заявлени йышăннă. Ашшĕ-амăшĕ малашне çав укçана тĕпренчĕкне ача садне е кирек хăш вĕренÿ заведенине çÿретнĕшĕн тÿлемешкĕн яма пултарать: сертификат ирĕкне илсе килнĕ ывăл-хĕр 3 çул тултарсан заявлени пама юрать. Унпа пĕрле сертификат хуçи ача сачĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ пулмалла. Тĕпренчĕке (кирек хăшне: аслине, кĕçĕннине) унта пăхса усранăшăн ача садне саккунпа палăртнă вăхăтра — 2 уйăх иртиччен — укçа куçараççĕ.
Вилнĕ çынна пытармаш-кăн уйăракан социаллă пособи те 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 4515 тенкĕпе танлашать. Çав суммăна пенсионера юлашки çула ăсатассине хăй çине илнĕ гражданина тÿлеççĕ. Унăн пытару хыççăн 6 уйăх иртиччен РФ Пенси фончĕн хăй пурăнакан вырăнти управленине паспорт, пенсионер вилни çинчен справка, юлашки вырăнтан тухса кайнине паллă тунă ĕç кĕнеки илсе пымалла.
Пенсин пухăнса пыракан пайĕн ирĕкĕ пур пенсионерсем кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çав шутран тÿлев илме тытăнаççĕ.
Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ĕмĕр тăршшĕпех параççĕ. Виçине пырса кĕнĕ страховани взносĕн суммине, ăна инвестициленин тупăшне тата пенси памалли тапхăра кура палăртаççĕ. 2012 çулта асăннă вăхăт 18 çулпа (216 уйăх) танлашать, çитес çултан ăна саккунпа çирĕплетеççĕ.
Пĕр хут тÿлеве пухăнса пыракан пай ватлăхри ĕç пенсийĕн виçин 5 е унран сахалрах проценчĕпе танлашакан пенсионерсене параççĕ. Ку ушкăна 1953—1966 çулсенче çуралнă арçынсемпе 1957—1966 çулсенче çут тĕнчене килнĕ хĕрарăмсем кĕреççĕ. Вĕсемшĕн 2002—2004 çулсенче ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли взнос хывнă.
Васкавлă тÿлеве патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнса хăйсен ирĕкĕпе пулас пенси валли взнос куçарнă çынсем тивĕçеççĕ. Вĕсем çулталăкра 2-12 пин тенкĕ хывнă-тăк — патшалăх та çавăн чухлех уйăрать. Урăхла каласан — 100 процентлă тупăш. Виçине взноссен суммине тата инвестици тупăшне кура çирĕплетеççĕ. Программăна хутшăнакан çын нухрата тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен 10 çул е хăй суйланипе ытларах тапхăр тивĕçтерет. Енчен те вăл пурнăçран уйрăлсан çав укçана е юлнă пайне ирĕке йышăнакана (правопреемник) параççĕ. Патшалăх софинансированийĕн программине пирĕн республикăра пурăнакан 120 пине яхăн çын хутшăнать.
Тепĕр çĕнĕлĕх — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен обязательнăй пенси страхованийĕн взносĕн тарифне 4 процент чакарса 22-е хăварнă. Взнос хумалли чикĕрен иртекен сумма тĕлĕшпе (2012 çулта ăна 512 пин тенкĕпе танлаштарнă) 10 процентлă ставкăпа усă кураççĕ.
Ĕç паракан хăй патĕнче вăй хунăшăн взнос куçаракан çынсен йышне те анлăлатнă. Ют çĕр-шывран килнĕ ĕçченсене страхлама тивет. Автор саккасĕн килĕшĕвĕпе тăрăшакансен, произведенишĕн тÿлев е ытти хавхалантару илекен авторсен, организацин ĕç килĕшĕвĕпе вăй хуракан ертÿçисен — унăн пĕртен пĕр учредителĕ шутланакансен те взнос хывмалла.
Обязательнăй пенси страхованийĕ тÿлессипе пĕчĕклетнĕ тариф ирĕкĕ пур çăмăллăхçăсен категорине те анлăлатнă. Страховательсемпе йĕркелекен хутшăнусене ансатланă. Пенси фончĕн взнос тÿлеме ыйтса яма, вĕсене явап тыттарма йышăну тунине, тĕрĕслевсен акчĕсене, инкассо порученийĕсене электрон мелĕпе ярса пама ирĕк пур.
Харпăр хăй ĕçне кÿлĕннĕ çынсем — уйрăм предпринимательсем, адвокатсем, хăйсен практикине йĕркеленĕ нотариуссем, хресчен фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемсĕр пуçне, кăçалтан тытăнса çуллен отчет памаççĕ. Ку тивĕçрен республикăра 50 пин тÿлевçе хăтарнă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)