Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх малалла пырать

07 февраля 2012 г.

Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас, яш-кĕрĕмре ăс-хакăл туйăмĕсене пуянлатас тĕллевпе январĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 23-мĕшĕччен районта оборонăллă-массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ пырать.

Ун шучĕпе акă, Ленинград блокадине сирсе янă куна халалласа, шкулсенче паттăрлăх урокĕсем, класс сехечĕсем, тематика каçĕсем йĕркеленĕ. Шывпуç шкулĕнче, калăпăр, “Салтак мухтавĕ — паттăрсен вăй-халĕ” викторина, Упире “Çар Мухтавĕн кунĕ — Ленинград блокадине сирсе яни” урок-презентаци, Красноармейски шкулĕнче “Вырăс историйĕнчи çĕр калав” вулакансен конференцийĕ ирттернĕ. Пикшик шкулĕн библиотекинче вара “Çар Мухтавĕн çулĕсемпе” кĕнекесен куравĕ тунă, “Гражданин пулма тивĕç” ĕçлĕ вăйă йĕркеленĕ, Трак шкулĕнче “Ленинград блокадине сирсе янă кун” буклет кăларнă.

Уйăхлăх малалла пырать.

В. Михайлов

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика