Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпуçсен — пĕрремĕш вырăн

18 ноября 2011 г.

Шывпуçсен — пĕрремĕш вырăн

Шывпуçĕнчи кану çуртĕнче вăй хуракансем ку тăрăхра пурăнакан çынсен канăвне усăллă та интереслĕ йĕркелеме çине тăраççĕ.

Çакăнта Л. Егорова методист тÿпи те пысăк. Вăл фольклор енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн кану çуртĕнче 1998 çултанпа тимлет. Тăрăшуллă ĕçшĕн ытти наградăсемпе пĕрлех ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ.

Людмила Петровна çине тăнипе кану çуртĕнче час-часах концертсемпе пултарулăх каçĕсем иртеççĕ. Вăл хăй те сцена çине тăтăшах тухать, куракана çепĕç те илемлĕ юрăсемпе савăнтарсах тăрать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кăçалхи майăн 8-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе районти культурăпа кану çурчĕсем хушшинче çулленхи конкурс йĕркеленĕччĕ. Вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне 5 çынран тăракан ятарлă комисси 23 енпе хакларĕ. “Кăтартуллă кану çурчĕ” номинацире вара шывпуçсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç, 1 степеньлĕ диплома тата 5 пин тенкĕлĕх парнене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика