01 ноября 2011 г.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ЧР Президенчĕн 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарас мерăсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕсене çĕнетсе лайăхлатасси мĕнле пыни çинчен” темăпа республика шайĕнчи канашлу иртрĕ.
Театрăн нумай функциллĕ залне районсемпе хуласенчи культура тытăмне ертсе пыракансемпе вĕсенче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче çак ыйтăва çутатса тăракан журналистсем пухăнчĕç.
Канашлăва ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Т. Казакова уçса ертсе пычĕ.
“Асăннă Указа йышăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ, — терĕ Татьяна Васильевна, — çак тапхăрта çĕр-шыври кризиса пăхмасăр эпир Чăваш Енти культурăпа канăвăн 46 çуртне çĕнетсе лайăхлатма пултартăмăр.
Т. Казакова çĕнетсе лайăхлатнă культурăпа кану учрежденийĕсенче туса ирттерекен ĕçсене пур енлĕн тишкерчĕ. Тĕпрен илсен, вĕсенче культура ĕçĕ чĕрĕлсе вăй илнĕ тесен те йăнăш мар пулĕ, йĕркелекен чылай мероприятисен пахалăхĕ ÿснĕ. Культура ĕçченĕсенчен чылайăшĕ хăйсен ĕçĕ çине творчествăлла пăхма пуçланă. Юлашки вăхăтра нумайăшĕ юридика енĕн статусне илнĕ (ку енĕпе пирĕн района та лайăххисен йышĕнче асăнчĕ), чылайăшĕн хăйĕн сайчĕ пур, Интернетпа усă кураççĕ, ака туйсем, ял уявĕсем ирттерме тытăннă. Акă, пăрачкавсем сасă çырса илмелли студи уçнă, элĕксем вырăнсенчи алă ăстисем хатĕрлекен сувенирсене те сутма пуçланă. Çĕнелсе лайăхланнă учрежденисем хулари профессилĕ коллективсем валли гастрольсене тухса çÿремелли чăн-чăн площадкăсем пулса тăнă. Анчах çав-çавах вĕсенче режиссерсем, диск-жокейсем сахал-ха. Хăш-пĕр учрежденисене кĕрсен çынсене ĕлĕкхи евĕр “сивĕ” стенасем çеç кĕтсе илеççĕ, вĕсенче ял пурнăçне çутатакан, ку тăрăхри паллă çынсем çинчен каласа паракан нимĕнле стенд та тĕл пулаймастăн. “Улшăну кирлех, паянхи вăхăт çапла ыйтать”, — терĕ Т. Казакова.
Канашлăва пухăннисен умĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В. Мидуков, ЧР “Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕ” автономи учрежденийĕн директорĕ В. Бондарев тухса калаçрĕç.
Унта çавăн пекех “Çĕрпÿ районĕнчи социаллă кану пĕрлешĕвĕ” муниципаллă бюджет учрежденийĕн директорĕ И. Туменко, “Вăрнар районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ” муниципаллă учреждени ертÿçи И. Шашкова, Элĕк районĕнчи Юнтапари ял тăрăхĕнчи “Юнтапари информаципе культура центрĕ” муниципаллă бюджет учрежденийĕн директорĕ Л. Иванова, ыттисем сăмах илчĕç, хăйсем пухнă опытпа паллаштарчĕç.
Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕнче муниципаллă культура учрежденийĕсен территорийĕсенче обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине пăхса тухрĕç. Унта шалти ĕçсен, пушар хуралĕн ĕçченĕсем тухса калаçрĕç.
Канашлăва ЧР культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.
Унăн ĕçне пирĕн районтан райадминистрацин культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ А. Лебедев ертсе пынă ушкăн хутшăнчĕ.