28 июня 2011 г.
Кашни çамрăках пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илсен малалла ăçта вĕренме каясси кăсăклантарать, паллах. Çавнашкал тапхăр Роза Ильиничнăпа та пулнă ахăртнех.
— Эпĕ мĕн ачаранах çын тухтăрĕ — врач пулма ĕмĕтленнĕ, — терĕ хăйĕн шухăшне уççăн, ним пытармасăр Р. И. Кондратьева. Çапла, пулас специалист 1951 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче колхозник çемйинче кун çути курнă.
— Атте-анне килĕнче эпир, шĕвĕрккесем, пиллĕкĕн пулнă, — тет Роза Ильинична хамăр хушăмăрти калаçăва хускатнă май. — Вĕсенчен эпĕ виççĕмĕш, манран аслисем Зояпа Володя, кĕçĕннисем Лÿньăпа Алевтина.
Вĕсем пурте тивĕçлĕ пĕлÿ, специальность илсе тĕрлĕрен ĕçсенче тăрăшаççĕ. Розăсăр пуçне ыттисем тăван республикăмăрăн тĕп хулинче, Шупашкарта, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.
— Эпир, ял ачисем пулнă май, мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Ку пĕчĕк е пысăк ĕç тесе уяса тăнине астумастăп. Пур ĕç çине те пысăк яваплăха туйса, ăна чыслăн, пахалăхпа пурнăçлас шухăш-туйăмпа пăхнă, — тет халь иртнисене аса илсе Роза Ильинична. — Каласа кăтартмаллисем, паллах, нумай...
— Ачасене тÿрĕ кăмăллă, ĕçлĕхлĕ, пултаруллă пулма вĕрентес ĕçре аннен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнă, — тарăн шухăшлавлăн аса илет халь темиçе вуншар çул иртнĕ хыççăн Серафима Петровнăн хĕрĕ. — Анне пире ĕçе ялан тирпейлĕ тума хистетчĕ. Акă, пĕр пĕчĕк тĕслĕх. Сăмахран, япаласене çусан, вĕсене типме кашта çине мĕнле ылмаштарса çакмаллине пĕлни те хăйне евĕр вăрттăнлăх вĕт. Тата ыттисене те пĕтĕмпех аннерен вĕреннĕ, — палăртать хĕрĕ тăван амăшне (вăл халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) ырăпа асăнса.
Роза Ильинична каланă тăрăх, ашшĕн — Илья Максимович Максимовăн, ачасемпе ларма пушă вăхăчĕ пулман та. Хăй вăхăтĕнче “Восток” колхоз председателĕ пулнă (нумай çулсем колхоза ертсе пынă) май, вăл ирпе ирех килтен ĕçе тухса кайса сĕм тĕттĕмле кăна çаврăнса килнĕ. Амăшĕ вара — Серафима Петровна Карсакова фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе чирлес-тăвасран сăнасах тăнă, чирлисене (ун пеккисем пулсан) сыватма тăрăшнă. Чуракасси тăрăхĕнче вĕсене пĕлмен çын та çук пулĕ.
— Ял пурнăçĕ ман кăмăла каять. Пушă вăхăтра ялан колхоз ĕçне хутшăннă, ÿркенсе тăман, — тет халь мĕн ачаранпа ĕмĕтленнĕ врач специальноçĕпе ĕçлекен Роза Ильинична Кондратьева.
1968 çулта хĕр Алманчри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Ку уншăн пысăк савăнăç пулнине палăртрĕ калаçура хĕрарăм. Хăй вĕреннĕ шкултах пĕр çул Роза Ильинична пионервожатăйра ĕçленĕ. Ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, походсене, экскурсисене çÿренĕ.
— Ун чухне чăннипех ачасен ытамне лекнĕнех туяттăм хама, — тет иртнĕ савăк вăхăта аса илсе Роза Ильинична. — Ачасене юрататтăм. Çавна пулах та-и, тен, ачасен врачĕ пулма вĕрентĕм.
Роза Ильинична 1969 çулта экзаменсене ăнăçлă тытса И. Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Малтанхи кунсенченех пулас специалист медицина наукин çитĕнĕвĕсене, унăн вăрттăнлăхне ăса хывма тăрăшать, университетра йĕркеленĕ кружоксене çÿресе тавра курăма ÿстерсе пырать. Çавăн пекех вĕренÿ çулĕсенчех пулас специалист пĕр хутчен кăна мар наукăпа практика конференцийĕсенче тарăн шухăшлă докладсемпе тухса калаçнă, ректоратран тав хучĕсене тивĕçнĕ. Университетăн медицина факультетĕнче “педиатр” специальноçне илсе Роза Ильинична 1977 çулта вĕренсе пĕтерет. Интернатурăра пулнă хыççăн республикăри сывлăх министерствинчен çамрăк специалиста Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри участок больницине направленипе яраççĕ. Унта вăл 1978 çулхи августран пуçласа 1986 çулхи декабрьччен педиатрта вăй хурать. “Ачасем — пирĕн пуласлăх” халала тĕпе хурса участокри больницăра вăхăта шеллемесĕр, пĕтĕм вăй-хала хурса тăрăшнă. Час-часах вăл Чурачăк тăрăхĕнчи ялсене тухса çÿренĕ, ача амăшĕсемпе калаçусем ирттернĕ, усăллă сĕнÿсем пама та ÿркенмен. 1986 çулхи ноябрь уйăхĕнчен Чурачăкри участок больницин тĕп врачĕнче 2000 çулхи ноябрьччен вăй хурать. Ĕçри пултарулăхне, тавçăрулăхне шута илсе Роза Ильиничнăна 2000 çулхи ноябрь уйăхĕнче Çĕрпÿри больницăн тĕп врачне лартаççĕ. Унта 2001 çулхи февральччен тăрăшать. Ĕçри кирлĕ самантсене шута илсе, Роза Ильиничнăна ĕçлеме Чурачăкри участок больницине куçараççĕ. Тĕп врачра ĕçленĕ çулсенче Чурачăкра икĕ хутлă больница çуртне туса пĕтерсе ĕçе янă. Унта кунне 150 çын кĕрсе тухать тата 50 çын вырнаçмалăх стационар ĕçлет. 1999 çулта Чурачăкри участок больници республикăра чи лайăххи ята çĕнсе илнĕ.
Роза Ильиничнăна 2002 çулхи июльте Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă. Вăл районта пысăк авторитетпа усă курать, ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ.
Чурачăк каччипе — Юрий Александрович Кондратьевпа (инженер) çемье çавăрнă, икĕ ача (Ларисăпа Алеша) пăхса çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă.
Роза Ильиничнăна ертсе пыма кăçалхи май уйăхĕнче Çĕрпÿри тĕп больницăна шанса панă.
Роза Ильинична Кондратьевăн хăйне мăнна хурас йăла çук. Вăл кирек кампа та уççăн, чунне парса калаçать, йывăрлăха лекнĕ çынна ялан пулăшма хатĕр. Çакна та палăртма кăмăллă: Роза Ильинична чăвашсемпе, кирек кам умĕнче пулсан та, калаçассине пысăка хурать. Çавна май “пирĕн мĕншĕн-ха анне чĕлхинчен калаçма ютшăнмалла”, тет тĕп врач.
Районти сывлăх тытăмĕнче 71 врач, вăтам сыпăкри 200 ытла медицина ĕçченĕ вăй хураççĕ.
— Вĕсен хушшинче пысăк опыт пухнă врачсемпе медицина сестрисем сахал мар, — пĕлтерет район больницин тĕп врачĕ. — Коллектив пĕр тĕллевпе, çынсен сывлăхне çирĕплетессине, пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хурса ĕçлесе пырать.
Сывлăх учрежденийĕсем юлашки çулсенче çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе палăрмаллах пуянланнă.
— Кăçал поликлиника çурчĕн тăррине тĕпрен юсаса улăштарма палăртнă, — пĕлтерет вăл. Ăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” тата 2001 çулта “Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ” хисеплĕ ятсем панă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)