Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтшĕн укçа памаççĕ

28 июня 2011 г.

Пирĕн ял çыннисем, çав шутрах эпĕ те, килти сĕте пĕлтĕрхи ноябрьте Çĕрпÿри сĕт-çу заводне сутрăмăр.

Ăна Туçи Чуракассинчи Л. Никитина пуçтарчĕ. Машинăпах килсе илсе каятчĕç. Малтан 1 килограмне 17 тенкĕпе йĕркеллех татăлса пычĕç, кайран вара сăмахпа “тăрантарма” тытăнчĕç. Завод ертÿçисем патĕнче хам та 2—3 хут пултăм, телефонпа шăнкăравласах тăратăп. Шантарнипех çырлахаççĕ. Заводăн Алманч ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсен умĕнчи парăмĕ çеç 150 пине яхăн тенкĕпе танлашать. Тархасшăн, пулăшăр çав укçана тавăрма.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика