Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм, Нимĕчкасси

12 июля 2011 г.

Тăван ял. Мĕнле илемлĕ те ăшă сăмахсем. Мĕншĕн ырăпа калаçас мар-ха ун çинчен. Мĕн пĕчĕкренех çак тăван ял урамĕсенче савăнса ÿснĕ-çке.

Манăн тăван яла Нимĕчкасси теççĕ. Çак ят пĕлтерĕшне эпĕ ваттисенчен ыйтса пăхрăм. Вĕсем каланă тăрăх, ял Нимĕч ятлă чăваш çынни ячĕпе пулса кайнă.

Ял тавралла пысăках мар ултă пĕвене курма пулать. Йĕри -тавра татах ялсем пур, вăрман та аякрах мар. Вăрманта темĕн тĕрлĕ йывăç та ÿсет. Çулла унта тĕрлĕ кайăксем çав тери çепĕç те хитре сассисемпе тĕрлĕрен илемлĕ кĕвĕсем шăрантарнине итлеме пулать. Вăрманпа юнашарах пысăк уй сарăлса выртать. Унта тыр-пул тинĕс пек кашласа ларать. Тавралла пăхса илен те кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх.

Мана уйрăмах çуркуннепе çулла килĕшеççĕ. Ун чухне йывăçсем хăйсен симĕс тумĕсене тăхăнаççĕ, урамсенче ешĕл курăк шăтса тухать. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет тейĕн.

Манăн тăван ял яланах хитре: çулла та, хĕлле те, çуркунне те, кĕркунне те. Тăван çĕртен, çуралнă тăван вырăнтан хакли урăх нимĕн те çук.

И. Иванова, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика