20 мая 2011 г.
Çуркунне… Çут çанталăк тарăн ыйхăран вăранать, тавралăх чĕрĕлет… Кайăксен юррисем чуна пăлхатаççĕ, савăнăç кÿреççĕ. Сарă хĕвелĕм вара кунран кун ăшшăнрах, çуттăнрах пăхать. Çутă пайăркисене аякка-аякка ярса çут çанталăка хăй ытамне илет, çĕр-аннемĕре çурăмĕнчен лăпкать, çупăрлать. Çурхи хĕвелĕм чĕрĕ чунсене пурнăç парнелет, тĕксĕм те тĕссĕр кунсене çутатса ярать, ырлăх кÿрет. Çак сарă хĕвелĕм пек туйăнать мана Зинаида Ильинична Егорова.
З. Егорова 1966 çулта хамăр районти Алманч ялĕнче çуралнă. Тĕнчене килнĕ пĕчĕк хĕр ачана ашшĕпе амăшĕ Зина ят панă. Малтан вăл ялти вăтам шкула çÿренĕ, каярах педагог пулас ĕмĕт ăна Чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне (халĕ университет — авт.) илсе çитернĕ. Физикăпа математика факультетне суйлас шухăш математика урокĕсене кăмăлланинчен килнĕ иккен. Аслă шкулта икĕ çул вĕреннĕ хыççăн хĕр тĕрлĕ сăлтавсене пула тăван тăрăха таврăнать, Алманч шкулĕнче пионервожатăйра ĕçлеме пуçлать.
— Ачасемпе ĕçлеме питех те килĕшетчĕ. Çав çулсене халĕ те аса илетĕп. Савăнăçлă самантсем куç умне тухаççĕ, — аса илет вăл.
Илĕртÿллĕ те çаврăнăçуллă пикене кÿршĕ ял каччи тÿрех асăрханă. Вĕсем 1986 çулта çемье çавăраççĕ.
Пĕлĕве тарăнлатас тесе Зинаида Ильинична 1989 çулта Хусанти педагогика институтне çул тытнă. Физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтерме тĕллев тытнă.
Алла диплом илсен çамрăк вĕрентекен Шывпуç шкулĕнче математика урокĕсене ертсе пыма тытăнать, библиотекарьте тăрăшать. Уроксене интереслĕ те курăмлă ирттерет. Математика çăмăл наука мар, вĕрентекен мĕн вăрăмăш хисепсене ăсра хушма-кăларма пултарать, кĕçĕннисене те тавçăрулăха хăнăхтарать. Ăнланман темăна тепĕр хут ыйтнăшăн пăшăрханмасть вăл, пĕлес тенишĕн савăнать кăна. Шкул ачисем те юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна.
2008 çултан пуçласа Шывпуç шкулĕн директорĕнче тăрăшать З. И. Егорова.
Мăшăрĕпе килĕштерсе, ăнланса пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса ура çине тăма пулăшаççĕ вĕсене Егоровсем. Çамрăк кукамайпа кукаçи иккĕмĕш мăнук кĕтеççĕ. 81 çулхи Зоя Игнатьевна та кинĕпе килĕштерсе пурăнать.
Зинаида Ильинична ырă кăмăллă, сăпайлă, тÿрĕ чунлă, чипер те сапăр, хисеплĕ те ăш пиллĕ çын. Унра ырлăх тапса тăрать, унăн тивлечĕпе тараватлăхĕ ыттисене витĕм кÿрет, пурнăçăмăра илемлетет. Йывăр вăхăтра йăпатма, савăнăçа пĕрле пайлама, чун-чĕререн ăнланса сĕнÿ пама пултарать. З. И. Егорова сарă хĕвелĕм евĕр ырлăх кÿрет, чун-чĕрене ăшăтать, илемлетет.
Çак сарă хĕвелĕм ĕмĕр çутатса тăтăр, çепĕç пайăркисене аякка-аякка ярса савăнăç кÿтĕр.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)