Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУЛЛИ КĂМĂЛПА САВĂНЧĔÇ

21 мая 2008 г.

Майăн 17-мĕшĕнче Элпуç ял поселенийĕнче, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче Акатуй-Сабантуй уявĕ иртрĕ.

Ĕçченсене, хăнасене район пуçлăхĕ Г.Волков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, «Дружба» ЯХПК пуçлăхĕ Р.Мансуров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Гордеев, Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Носов ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Хуçалăхра тăрăшса ĕçлекенсем парне илме тивĕç пулчĕç. Художество пултарулăх коллективĕсем, уйрăм юрăçсем савăк юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсем парнелерĕç.

Пухăннисем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса вăй виçрĕç. Юланутçăсен ăмăртăвĕ чи илĕртÿлли пулчĕ. Кунта Хирти Выçлинчен килнĕ Александр Павлова çитекенни пулмарĕ. Кире пуканĕ йăтса, ал вăйне виçсе Р.Зейнатуллин пĕрремĕш пулчĕ. Хĕрарăмсем велосипедпа ăмăртса вăй виçрĕç. А.Константинова (Хирти Выçли) пуринчен те маттур, финиша малтан çитрĕ. Ял халăхĕ ытти ăмăртусене те хастар хутшăнчĕ. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика