Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫЛТĂН ТУЙ ТУРĔÇ

08 мая 2008 г.

Хирти Мăрат ялĕнче пĕр кунтах икĕ «туй» кĕрлерĕ. 50 çул пĕр-пĕринпе шăкăлтатса пурăнса 8 ача ÿстерсе çын тунă Маргарита Васильевнăпа Петр Иванович Козловсем тата 3 ачана ура çине тăратнă Александра Васильевнăпа Петр Михайлович Михайловсем пысăк уявсене паллă турĕç. Çемьере те, çын çинче те хисепре вĕсем, ыттисем те чыс тăваççĕ, ырă сунаççĕ.

Вĕсем çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хисеплесе, юратса пурăнаççĕ.

Çак икĕ çемье пирки Хирти Мăрат ялĕнче никам та усал сăмах илтмен пулĕ. Лидя аппапа Саня аппа ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек.

Икĕ çуртра та яланах таса та ăшă, алла-аллăн тытăнса çемье валли хăтлă çурт-йĕр çавăрнă, хуçалăхĕсем çирĕп те пысăк.

Çак паллă куна уявлама икĕ çемьене те ачисем, тус-юлташĕсем, кÿршисемпе тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Клубра ĕçлекен М.Гавриловăпа Н.Павлова та юлташĕсемпе çак икĕ çемьене ылтăн туй ячĕпе саламлама килнĕ. Вĕсене çепĕç те илемлĕ юрăсем парнеленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика