Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛĔ ВĂЙĂ ИРТРĔ

20 февраля 2008 г.

Февралĕн 9-мĕшĕнче Хирти Явăш вăтам шкулĕнче Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕн планĕпе "Виктория- лэнд" ĕçлĕ вăйă ирттернĕ. Ăна Раççей Президенчĕн çитес суйлавне халалланă. Ĕçлĕ вăййа ТСК членĕ Н.Г.Ильин тата Хирти Явăш вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Г.Зайцева ертсе пынă. Тĕп тĕллев суйлав ирттерес йĕркепе паллашасси, ачасем хушшинчи хутшăнăва тишкересси, шкулти лидерсене палăртасси пулнă. Вăйă вăхăтĕнче суйлав умĕнхи кампани февралĕн 4-мĕшĕнче пуçланнă. Пухура шкулти суйлав комиссийĕн йышне çирĕплетнĕ. Вĕсем - И.Корнилова (председатель), Е.Иванова (секретарь), О.Гаврилова, О.Васильева, Г.Ильин (членĕсем). Суйлава тăватă парти хăйсен кандидачĕсене тăратнă. "Пилот" партирен - А.Тазетдинова, "Муравейникран" - Н.Гордеева, "Ураган-2" партирен - А.Григорьев, "Адреналинран" - Н.Иванова. Февралĕн 5-мĕшĕнче шкулти линейкăра вĕсем хăйсен программисемпе паллаштарчĕç. "Виктория-лэнд" Республикин Президенчĕн кандидачĕн мандатне илчĕç. Февралĕн 6-7-мĕшĕсенче агитаци ĕçĕсем пычĕç. Кандидатсем тата ун майлисем плакатсем хатĕрлерĕç, кандидатсем тĕлпулусем ирттерчĕç, вĕсен майлисем тухса калаçрĕç. Февралĕн 8-мĕшĕнче суйлав пирки шкулта шăплăх хуçаланчĕ. Тепĕр кунхи суйлава 145-ĕн хутшăнчĕç. Ку вăл - списока кĕртнĕ кандидатсен 93 проценчĕ. Çапла вара чи нумай сасă А.Григорьев пуçтарса (31,7 процент) "Виктория-лэнд" Республикăн Президентне суйланнă. А.Тазетдиновăшăн - 41 (28,3 процент), Н.Гордеевăшăн 30 (20,7 процент), Н.Ивановăшăн 26 (17,9 процент) суйлавçă хăйсен сассине панă. Ĕçлĕ вăйă ачасен кăмăлне кайрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика