Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАШЛĂХА ПĂХСА, ỸСĔМ ПАТНЕ

16 февраля 2008 г.

"Дружба" ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хуракансем отчетлă пухăва хавхаланса, лайăх кăмăлпа пуçтарăнчĕç. Çакăн сăлтавĕ те пур. Иртнĕ çул вĕсем тăрăшса ĕçленĕ, çитĕнỹсем тунă. Чи малтанах хуçалăх ертỹçи Р.Мансуров сăмах илчĕ. Ун хыççăн хуçалăхăн пĕлтĕрхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарма ревизи комиссийĕн председательне Г.Хасянова сăмах пачĕ. Хуçалăх иртнĕ çул, 2006 çулхипе танлаштарсан, тухăçлă ĕçленĕ. Кунта чи малтанах тĕп инженер В.Алексеев, тĕп энергетик Д.Комиссаров, тĕп зоотехник Л.Розова, бригадирсемпе фермăсен заведующийĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелени, яваплăха туйса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Халăх та вĕсене ăнланнă, тăрăшнă. 2007 çулта кооператив пурĕ 23 миллион та 835 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса илнĕ. 4 миллион тенкĕ ытла уй-хир, 2 миллион та 381 пин тенкĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ услам панă. Кооператив çапла вара пĕлтĕр 5 миллион та 403 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Кашни уяр кунпа, сехетпе туллин усă курнă, агротехника ĕçĕсене пахалăхлă та вăхăтра пурнăçланă. Кашни гектар пуçне 21,3 центнер тырпул туса илнĕ. 160 гектар çинчи кĕрхи тулă гектартан 28,8 центнер тухнă. Çĕрулми енĕпе вара кунта çине тăрса ĕçлеççĕ. Ун лаптăкне малашне ỹстерсе пырасшăн. Иртнĕ çул "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан 227,3 центнер пуçтарса илнĕ. Çак культура çеç 2 миллион та 614 пин тенкĕ тупăш панă. Аш-какай туса илесси виçĕм-çулхинчен палăрмаллах ỹснĕ. 836 центнертан 1004 центнера, сĕт енĕпе ку кăтарту 3026 центнертан 3244 центнера çитнĕ. Выльăх йышĕ те ỹснĕ. Паянхи кун 267 пуç мăйракаллă шултра выльăх е виçĕм-çулхинчен 13 процент, 1071 пуç сысна, 21 процент ытла- рах тытаççĕ. Ỹт хушаслăх та аван. Ĕç укçи фончĕ те пысăкланнă. Ăна вăхăтра парса пыраççĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи 4199 тенкĕпе танлашать. Хуçалăх, паллах, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмесĕр пурăнаймасть. Çак тĕллевпе 2007 çулта 5 миллион тенкĕпе усă курнă. 3 миллион та 588 пин тенкĕлĕх техника туяннă. Машинăпа трактор паркĕ Т-150, МТЗ-82 тракторсемпе пуянланнă, юсав ĕçĕ чылай тунă. Пухура ревизи комиссийĕн йышне суйласа хăварчĕç, унăн председателĕ пулма Г.Хасяновах çирĕплетрĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Киргизов пухăва хутшăнса правлени ĕçне тишкерсе хак пачĕ, çĕнĕ резервсем палăртрĕ, ỹсĕмсем сунчĕ. Пĕтĕмлетỹсем вĕçленнĕ хыççăн ĕçре малта пыракансем Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Ял ĕçченĕсем пухура малашнехи тĕллевсене палăртса хăварчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика