Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАР ТИВĔÇНЕ ПУРНĂÇЛАТЬ

19 декабря 2007 г.

Чăваш Эльпуç каччине Евгений Долгова кăçал ноябрь уйăхĕнче салтака ăсатнă. Каччă çар ретне хаваспах кайма килĕшнĕ, вăл унта 1,5 çул пулĕ. Евгений Калуга облаçĕнчи РФ ШĔП çарĕнче службăра тăрать. Унпа пĕрлех Луцки салин каччи Алексей Хораськин та хăйĕн çар тивĕçне пурнăçлать. Евгений ноябрь уйăхĕнче присяга тытнă. Çавна май ашшĕпе амăшĕ çар чаçĕнче пулса курнă, унти пурнăçпа паллашнă. Виççĕмĕш стрелковăй батальонăн командирĕ М.В.Аниханов ентешсене мухтанă. Вĕсем маттур пулнине палăртнă. Евгений хăй те кăмăллă пулнине каланă. Апла пулсассăн пăшăрханма сăлтав çук. Вăл хăйĕн çар тивĕçне туллин пурнăçласа çулталăк çурăран тăван яла таврăнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика