Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙЛĔ ÇЕМЬЕ

25 августа 2007 г.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса, ачашласа пăхса ỹстересси ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Варта тĕвĕленнĕ, 9 уйăх чĕре айĕнче йăтса çỹресе кун çути парнеленĕ ачана тепĕр чухне пăхмаççĕ, пăрахаççĕ. Çакнашкал йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ пĕчĕк чунсем валли - ача çурчĕ е интернат чăн-чăн çăлăнăç. Анчах та ашшĕ-амăшĕн ăшши ачасене çитмест. Мĕнле лайăх пулсан та вĕсем ашшĕ-амăшĕсемшĕн тунсăхлаççĕ. Çак пĕчĕкскерсене хăйсен хỹттине илекенсем те йышлă. Вĕсем тăван ашшĕ-амăшĕ пекех пăхаççĕ. Ачасене юратакан, çепĕç чун-чĕреллĕ çынсем пирĕн районта та пур. Чăваш Эльпуçĕнче пурăнакан Светланăпа Павел Долговсем 4 çулхи Максима 2003 çулта усрава илнĕ. Халĕ вара 6 уйăхри Полина вĕсен хĕрĕ пулса тăнă. Мĕнле телейлĕ ывăлпа хĕр, тинех вĕсем ашшĕ-амăшĕн хỹттинче. Кунта вĕсене юратаççĕ, çупăрлаççĕ. Долговсен çемйине телей, юрату, ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика