Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутар «Хыпар» вулать

12 июля 2007 г.

 Комсомольски районĕнчи Тутар Элпуçĕнчи  Идрисовсен килне почтальонка эрнере  пилĕк хутчен тутарла мар, чăвашла  тухакан «Хыпар»  хаçата килсе панинчен кÿршĕсем  тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ.  Вĕсем ăна  халĕ кăна мар, ĕлĕк «Коммунизм ялавĕ»  ятпа çÿренĕ  чухне те çырăнса тăнă.

- Эпир «Хыпара»  юратса вулатпăр, вăл çитессе   чунран кĕтетпĕр, -  теççĕ Минибану аппапа Миназабый сăмса çине утлантарнă куçлăх  витĕр пăхса хаçата унталла-кунталла саркаланă май. – Питĕ килĕшет вăл пире. Кашни статйине тишкерсе тухатпăр…

Çитмĕл çиччĕре пыракан кил хуçи çамрăк чухне пĕрремĕш  класран пуçласа  çиччĕмĕш  таранах чăваш шкулĕнче чăвашла вĕреннĕ.  Çавăнпа  вулама та, çырма та аван пĕлĕт.  Калаçасси  пирки асăнмастпăр та.  Мăшăрĕ  те, кÿршĕре  Хирти Явăш тата Чăваш Элпуç ялĕсенче пурăнакансемпе туслă пулнăран,  чăваш чĕлхине упăшкинчен кая мар  чухлать. Çавăнпа чăваш халăх хаçатне хисеплеççĕ те. Пирĕн те хамăрăн хаçата хисеплесе ытларах çырăнма тăрăшсан питĕ аван пулмалла.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика