Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем кăмăлтан савăнчĕç

04 июля 2007 г.

"Çерем пăсса вир акрăм",- янăрать Эльпуç ял поселенийĕн тăрăхĕнчи лапамра çамрăксен сасси. Вĕсем ваттисен йăли-йĕркипе вăййа тухнă. Хаваслă юрă-çемĕ чылайччен тăсăлчĕ. Культура ĕçченĕ Н.Павлова тата Эльпуç ял старости Н.Зайцев вĕсене Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Уяв программине А.Долгов çепĕç юрăпа пуçларĕ. Н.Волкова, В.Долгова, М.Смирнова илемлĕ сăвăсем вуласа пачĕç. З.Смирнова вара хăйĕн уçă сассипе куракансене юрăпа тыткăнларĕ. Конкурссене те уява килнисем хастар хутшăнчĕç. Р.Розова вĕсене ăста ертсе пычĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем икĕ ушкăна пайланса вăй виçрĕç. Çĕрулми тултарнă савăтсене ухватпа йăтса тупăшрĕç, урасене çỹле çĕклесе алăсем çинче утрĕç, кĕвентепе икĕ витре çине шыв тултарнă витресене йăтса тупăшрĕç. Чи кăсăкли вара - çуллахи шăрăх вăхăтра çăматă, çĕлĕк, ăшă куртка тăхăнса чупни пулчĕ. Пысăк калушпа хăвăртлăха ỹстерме те çăмăлах мар. Ун пек ăмăрту та пулчĕ. Юрăçăсем те ахаль лармарĕç. Ăмăртакансем сывлăш çавăрнă вăхăтра И.Орлова, Е.Куропаткина, Э.Николаева, Т.Васильева юрăсем шăрантарчĕç. Р.Ахметова та тутар юрри парнелерĕ. М.Кураковапа Г.Давыдова çулĕсемпе аслăрах пулсан та çамрăксенчен кая юлмарĕç. Т.Сатртдинова, З.Смирнова, А.Ильина, Г.Корнилова, А.Александрова, О.Волкова та маттур пулчĕç. Çамрăксен кунĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. В.Павлов хуткупăспа выляса, М.Куракова, Н.Павлова, Р.Розова, Н.Зайцев юрă юрласа пачĕç. Халăха такмаксем каласа ташлаттарчĕç. Хĕрсем икĕ командăна пайланса волейболла вылярĕç. Урана пысăк калушсем тăхăнса инçĕшне ывăтрĕç. Кунта чи пултарулли Р.Ахметова пулчĕ. Ял хапхинчен кĕтỹ кĕричченех пычĕ уяв. Эльпуçсем çеç мар, хиртиявăшсем те, хиртивыçлисем те, хиртимăратсем те хутшăнчĕç унта. Çак кун пултаруллисене парнесем те парса чысларĕç. Уяв ирттерме пулăшнă çынсене, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникне Н.А. Максимова, райпо председательне Е.И.Карпеева, "Кооператор" ОАО председательне Е.А.Карпеевăна, "Илнар" тата "Йолдыз" магазин хуçисене Р.В.Фасхутдиновпа Ф.Ф.Асейнова, Н.Н.Носова предпринимателе, И.А.Сергеевăпа Н.Р.Гаврилова сутуçăсене уява йĕркелеме пулăшнăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика