22 мая 2018 г.
Статистика урлă эпир тĕнчере 50 пине яхăн професси пуррине пĕлетпĕр. Вĕсем кашнийĕ хăйне май, çав вăхăтрах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хăвна пỹрнĕ профессие суйласа илес- си - чи кăсăкки тата йывăрри.
Çак кунсенче Элпуç ял библиотекинче шкул ачисемпе "Професси суйлатпăр" темăпа калаçу ирттертĕмĕр. Çавăн пекех вĕренекенсем "Кам пулмалла? Кăсăк професси суйлатпăр" кĕнекесен выставкипе паллашрĕç.
- Шкул хыççăн кам пулас килет? - ыйту çине чылай чух аслă классенче вĕренекенсем те хурав параймаççĕ. Тĕнчери профессисемпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ачасене тĕрлĕрен ыйтусем патăм, ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе паллаштартăм. Вĕренекенсен тупмалли юмахсем çине хурав шырама тиврĕ. Юлашкинчен вара Джанни Родари çырнă "Чем пахнут ремесла? Какого цвета ремесло?" ("Ăсталăхăн шăрши мĕнле? Унăн тĕсĕ пур-и?") кĕнекене пĕрле вуларăмăр, ăна сỹтсе яврăмăр.
Н.ПАВЛОВА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"