04 мая 2018 г.
Ачасене халăх йăли-йĕркине упрама, тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма вĕрентес тĕллевпе тата Аслă вĕрентекенĕмĕр, Иван Яковлевич Яковлев, çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хирти Явăш тĕп шкулĕнче пысăк уяв иртрĕ.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме, çав вăхăтрах ỹкерме те, хавхалантарма та пулать. Пурнăçра - анне пĕрре, тăван чĕлхе те пирĕн пĕрре. Ăна упрасси - пирĕн тĕп тивĕç. Иван Яковлев чăвашсене тăван чĕлхене упрама, ăна хисеплеме, юратма пилленĕ.
- Çавăн чухне çеç чăваш чĕлхи те ыттисенчен кая пулмĕ, - тенĕ вăл.
Уява пухăннисем малтанах пĕрремĕш класс ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕн А.В.Константинован пултарулăхĕпе паллашрĕç. 5-мĕш класра пĕлỹ илекен Антон Карпов Улăпăмăрăн "Эпĕ сехет çĕмĕрни" хайлавне тăрăшса вуласа пачĕ, район шайĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Адиля Сейфуллова вара, кукамăшĕ Мария Павловна Ильязова пекех, питĕ тĕрлеме юратать. Вăл хăйĕн ĕçĕсен куравĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Мария Павловна - чăн-чăн тĕрĕ ăсти.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Л.И.Никифорова пухăннисене халăхăмăра çутта кăлараканăн пурнăçĕ тата пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем Иван Яковлевăн ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
Н.ПАВЛОВА
Источник: "Каçал Ен"