24 апреля 2018 г.
Чăваш алфавитне хатĕрлекенĕ, православи миссионер-педагогĕ, 400 шкула хута янă чăваш халăх Улăпĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа çак кунсенче республикăра "Эпир Яковлев мăнмăнукĕсем" ("Мы - правнуки Яковлева") фестивале пĕтĕмлетрĕç. Куçăмсăр майпа йĕркеленĕ фестивале тăватă номинаципе ирттернĕ, унта 400 яхăн ĕç тăратнă.
"Ман Яковлев" ("Мой Яковлев") номинацие И.Я.Яковлева халалланă видеосюжетсем хатĕрлемелле пулнă. "Яковлев сăмахĕ" ("Слово Яковлева") номинацире Иван Яковлев юмахĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ представленисен видео-ỹкерĕ-вĕсене хакланă. "Сăввăма Иван Яковлева халаллатăп" ("Стихи я посвящаю Ивану Яковлеву") номинацире авторсен И.Я.Яковлева халалласа сăвăсем çырса хатĕрлемелле пулнă. "Чĕрĕ сăмах" ("Живое слово") номинацие хутшăнакансем И.Я.Яковлев произведенийĕсенчи сыпăксемпе паллаштарнă.
Фестиваль республикăри чи маттур та пултаруллă ачасене пухма пултарнă. Вĕсем чăннипех те Иван Яковлева сума сăваççĕ, ăна асра тытаççĕ. Акă, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 4-мĕш класĕнче пĕлỹ пухакан Диана Громова "Сăввăма Иван Яковлева халаллатăп" номинацире финалистсен йышне лекме пултарнă. Вăл чăваш Улăпĕ пирки сăвă çырнă. Фестивале хутшăнма Дианăна Татьяна Варламова вĕрентекен хавхалантарнă. Ашшĕпе амăшĕ, Татьяна Геннадьевнăпа Валерий Алексеевич, паллах, çамрăк хĕрачана пулăшса, вĕрентсе пынă.
Т.ЛАПШИНА,
вĕрентекен
Источник: "Каçал Ен"