15 декабря 2017 г.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Кăçалхипе вăл 13-мĕш хут пулчĕ. Унта ют çĕршывсенчи тата Раççейри 1640 журналист аккредитациленнĕ.
Кăçал пирвайхи ыйтăва "Говорит Москва" радиостанци журналисчĕ Дарья Кнорре пачĕ. Вăл çитес çул РФ Президенчĕн суйлавне пырса тивекен темăна хускатрĕ. Раççей малашлăхра аталанакан çĕршыв пулмаллине, экономика çав тери пысăк технологи çинче аталанмаллине, ĕç тухăçлăхĕ вăйлă хăвăртлăхпа ỹсмеллине палăртса хăварнă Владимир Владимирович. Наци чĕлхисем пирки сăмах хускатнă май "Раççейре çивĕч наци ыйтăвĕ çук", - тесе хуравланă Тутарстан журналисткине президент. Вăл чĕлхе политикинче пур ача валли те пĕрешкел условисем пулмалли пирки тата халăха хăйсен тăван чĕлхисене вĕренме майсем туса памаллине каланă.
Çул-йĕр ыйтăвне хускатнă май Калининградран килнĕ журналист Балтийскран Калининграда илсе çитерекен Приморье çаврăнăвне тăвассипе кăсăкланнă. "Патшалăх тĕллевĕ - инфраструктурăна тĕрлĕ майпа аталантарасси. Ку чи малтанах çул-йĕре, аэропортсене, портсене, çыхăнăва пырса тивет. Апла пулсассăн Приморье çаврăнăвне тумалла, ăна ĕçе кĕртмеллех", - палăртнă çĕршыв ертỹçи.
Пресс-конференцие хутшăннă чылай журналист экономика аталанăвĕпе кăсăкланнă.
- ВВП 1,6 процент ỹснĕ. Унпа пĕрлех автомобиль, хими, фармацевтика, ял хуçалăх промышленноçĕнче çитĕнỹсем аван. Экспорт ỹснине те палăртма кăмăллă. Эпир тыр-пул экспорчĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта, - пĕлтернĕ Владимир Владимирович.
Пĕрремĕш канал журналисчĕ Антон Верницкий 2012 çулхи май уйăхĕнче йышăннă указсем паянхи куна епле пурнăçланса çитнипе интересленнĕ. Владимир Владимирович палăртнă тĕллевсем хальлĕхе 93-94 процент чухлĕ пулнине, 2018 çул тĕлне вĕсем пĕтĕмпех пурнăçланасса асăннă. Ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтересси лайăх пулса пырать. Программа ĕçлеме пуçличчен 500 пин ачана вырăн кирлĕ пулнă. Халĕ вара 63 пин ача черетре тăрать. Çитес вăхăтра вара ку ыйту та татăлмалла.
Пресс-конференцире юлашки вăхăтра уйрăмах Раççей спортсменĕсене пырса тивекен çивĕч ыйтăва та хускатнă. Темле пулсассăн та Раççей команди çитес çул Корейăра иртекен Олимпиадăна хутшăнать. Вĕсем пьедесталăн çỹллĕ картлашкисем çине хăпарасса шанатпăрах. Унпа пĕрлех çитес çул Раççейре футбол вăййин чемпионачĕ те çỹллĕ шайра иртессинче иккĕленỹ çук. Журналистсем вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, спорт, çар тытăмне пырса тивекен ыйтусене хускатнă.
Источник: "Каçал Ен"